Çĕнелнĕ çурт-йĕр - астăвăм палли

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-10-15 09:03:27 Версия для печати
дом.jpg
"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Район центрĕн Карл Маркс урамĕнчи 55-çуртăн (малтанхи почтăпа юнашар) сăн- сăпачĕ улшăннине иртен-çỹрен юлашки вăхăтра асăрханах ĕнтĕ. Кивелсе-юхăнса кайнă çурт-йĕр çĕнелнин, капăрланнин сăлтавĕ мĕнпе тата кампа çыхăннă-ха?

Çак çуртра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи ветеранĕ, учитель, Томскри Хĕрлĕ Ялав орденлĕ аслă çыхăну çар училищин наставникĕ - Николай Васильевич Никифоров генерал-майор çуралса ỹснĕ.

Асăннă вĕренỹ заведенийĕнче офицер ятне илнĕ ентешсем (1972, 1978, 1979, 1981 çулсенчи кăларăмсем) хăйсен аслă вĕрентекенне хисеплесе ун тăван кил-çуртне хăтлăх кĕртме шутланă. Пуçаруçи - Шăмăршă çынни - Геннадий Савельев. Икĕ çул каялла вăл çурт умĕпе пĕр айккине эрешлĕ тимĕр карта, профнастилран хапха тытнă. Кăçал март çурринчен пуçласа июнь пуçламăшĕччен ăстасене тара тытса тĕпрен юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Малтан пỹрт ăш-чиккине тирпей-хăтлăх кỹнĕ. Пỹрт çивиттине шăвăç витнĕ. Пластик чỹресем ларттарнă. Пỹрт стенисене сĕт тĕслĕ материалпа «çĕлеттернĕ». Çĕрĕшнĕ-тайăлнă крыльцана çĕнĕрен, малтанхи эрешпех ăсталаса лартнă. Аякран та, çывăхран та юсаса çĕнетнĕ пек мар, пуçласа лартнă пек курăнать генерал-майорăн тăван килĕ. Чăн-чăн кермен!

Пĕчĕк пахчана Геннадий Иванович 7,5 метр тарăнăшлĕ çĕнĕ пусă туса лартнă. Тăпăлкка та илĕртỹллĕ вăл. Халь тесен халь шыв ăсса кăлар, - усă курма хатĕр.

Пỹрт стени çинче - икĕ асăну хăми. Пĕрин çинче çурт хуçин ятне-шывне палăртнă. Теприн çине çỹлерех асăннă çар заведенийĕнче пĕлỹ илнĕ отставкăри офицерсен, наставникне тав туса çурт-йĕре юсамашкăн тỹпе хывнăскерсен, (ытларахăшĕ - ентешĕмĕрсен) ячĕсене çырса хунă. Шăпах вĕсен укçи-тенкипе строительство материалĕ янтăланă, тара тытнă строительсене ĕçшĕн тỹленĕ.

Сăмах май, В.Н.Никифорова чыс туса район центрĕнчи халăх йышлă çỹрекен вырăнсене вырнаçтармалăх банерсем тутарса çакнă патриот чунлă çыннăмăрсем. Генерал-майор ячĕпе хисепленекен кану паркĕнче часах бюст çĕкленĕ. Ăна Василий Николаевич 100 çул тултарнă кун - ноябрĕн 19-мĕшĕнче уçма палăртнă. Ку енĕпе те хăйсен нухратне шеллемен Никифоров ĕçне тăсакансем.

Чыс та мухтав аслă ăру çыннине хисеп туса вăл пурăннă вырăнта астăвăм палăкĕ тăвакансене! Вĕсен пархатарлăхĕ Шăмăршăран тухнă генерал-майорăн ĕмĕрлĕх ыйхине канăçлăх кỹтĕр...
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru