Спорт Улăпĕн пурнăç йĕрки

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-09-24 15:18:06 Версия для печати
шуряков на 24 сен.jpg
"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Сывă пурнăç йĕрки ĕмĕре вăрăмлатма, ĕçре, спортра çитĕнỹ тума май парать. Çакăн пирки Шăмăршăра пурăнакан Владимир Петрович Шуряков пенсионерпа калаçу йĕркелерĕмĕр.

- Сывлăх сунатăп, Владимир Петрович.

- Ырă кун пултăр, Зинаида Ивановна.

- Владимир Петрович, çак таранччен эпир Сирĕн спортри çитĕнĕвĕрсем пирки калаçнă. Халĕ вара сывлăхпа спорт çыхăнăвĕ пирки сăмах хускатасшăн. Пĕр сăмахпа, Сиртен спортсмен ăмăртусене еплерех хатĕрленнине, сывлăха çирĕплетес тесе мĕн-мĕн тунине илтес килет. Ку ыйту çине хуравлама хирĕç мар пуль?

- Паллах, хирĕç мар.

- Апла, пуçлар калаçăва... Владимир Петрович, Эсир машинăпа фигурăсем туса ăмăртассипе, пĕчĕк калибрлă винтовкăран перессипе, кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Республикинче нумай хутчен çĕнтернĕ. Йывăр атлетика енĕпе - спорт мастерĕн кандидачĕ, кире пуканĕ йăтассипе - спорт мастерĕ. Шуряков чăваш - Раççейĕн - 28 хут, Европăн - 19 хут, тĕнчен 30 хут чемпионĕ, Гиннес кĕнекин тĕнче рекордсменĕ... Каласа пĕтермелле мар хисеплĕ ятăрсене. Чăннипех, Сирĕн çинчен "Легенда Çын" теме пулать.

- Тĕрĕссипе, пĕрле ăмăртакансем, тренерсем, судьясем, ăмăртусене пăхакансем мана шăпах çак сăмахпа хаклаççĕ(кулать).

- Акă мĕнле иккен... Владимир Петрович, çакăн пек вышкайсăр пысăк çитĕнỹсем ахаль килмеççĕ. Ăнăçу çăл куçĕ - кулленхи тренировкăра, сывă пурнăç йĕркинче...

- Тĕрĕс апатланура, çителĕклĕ каннинче...

- Килти лару-тăру лăпкăлăхĕнчен те килет, ман шутпа, тĕрĕс шутлатăп-и?

- Çапла, тĕрĕсех. Çемьере веçех йĕркеллĕ пулсан, чунра та лăпкă. Ăмăртас кăмăл пысăк.

- Малтанах тренировка çинче чарăнса тăрар-ха.

- Юрать.

- Мĕнлерех иртет вăл Сирĕн, Владимир Петрович?

- Тỹрех каламалла, ăмăрту пекех туйăнать вăл маншăн. Халĕ, пĕтĕм вăй-халăм кире спорчĕ çине кайнă май, ун пирки кăна калăп.

- Килĕшмелле. Итлетĕп Сире.

- Кирек мĕнле ăмăрту та хатĕрленмесĕр - тренировкăсăр - иртмест. Куллен 2-3 хут тренировка тумалла. Çамрăк чухне вунă минут хушшинче 32-шер килограмлă кире пуканне пĕр чарăнми икĕ алăпа харăс йăтнă. Халĕ эпĕ, 77-ри çын, 12-шер тата 16-шар килограмлă кире пуканĕсене çапла майпа çĕклетĕп.

Кĕлетке виçине чакармашкăн, мышцăсен тата сывлав органĕсен ĕçне лайăхлатмашкăн, чăтăмлăха ỹстермешкĕн 8-10-шар çухрăм чупатăп. Паллах, çак йĕркене пăхăнма пĕртте çăмăл мар.

- Сăмах май, Владимир Петрович, Эсир хăçан кире-штанга йăтма пуçланă?

- Ку ыйтăва парасса кĕтнĕччĕ... Эпĕ Шăмăршăри вăтам шкулăн 8 класĕнче вĕреннĕ чухнех 70-75 килограмлă штангăна йăтаттăм. Сăпайлах мар та çакна каласан, çитĕннисенчен ирттереттĕм.

- Тĕлĕнмелле! Ăçтан çавăн чухлĕ хевте тупăннă-ха шкул ачин?!

- Çут çанталăк панă ăсталăх пуль тетĕп çакна. Турă пани. Хамран та килнĕ ĕнтĕ. -

Çапла та пулĕ... Владимир Петрович, Эсир сывă пурнăç йĕркине тытни пирки иккĕленместĕп.

- Чăн, эпĕ - эрех-сăра, пирус тăшманĕ. Вĕсемпе туслă çын спортра тытăнса тăраймасть: сывлăха тĕп тăваççĕ-çке.

- Апатра - вăй-хăват. Кире спорчĕн тĕнче чемпионĕ энергие мĕнле продуктсенчен "илет"?

- Кăшт хушса калассăм килет: апат-çимĕç функцийĕ вăй кỹрессипе çеç çыхăнман. Йĕркипе ăнлантаратăп.

- Тимлĕ итлетĕп.

- Спортсмена вăй хума чи малтан чăтăмлăх, çăмăл çирĕплĕхĕ (сила воли) кирлĕ. Çавăнпа ăмăртаканăн юнĕнчи гемоглобин шайĕ 145-160 г\л-тан кая пулмалла мар. Гемоглобин какайра, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрте, гранатра уйрăмах нумай.

Йывăр атлетăн шăм-шакĕ çирĕп пулмалла, çавна май кальци пур продуктсем - сĕт-турăх, уйрăмах тăпăрчăпа сыр, менюра кирлех. Тата турăхпа çĕве (простокваша) организма тасатнине асра тытмалла.

Çăмарта кулленхи менюра пулни организмри белок шайне виçере тытса тăрать. Мăйăр, ытларах Аçтăрхан мăйăрĕ (грецкий орех), тăварланă е пĕçернĕ (ăшалани мар) пулă (фосфор çăл куçĕ) сĕтел çинче пулмалла. Вĕсем пуç мимишĕн усăллă, - пирĕн ăс-тăна та ĕçлеттермелле-çке. Хĕвел çаврăнăш вăррине менюран кăлармалла: вăл сывлав органĕсене пỹлет.

Кирлĕ витаминсене пахча çимĕçпе улма-çырларан (чĕрĕ хальлĕн те, типĕтсе те çимелле) илетпĕр, - вĕсенчен татăлмалла мар.

Пылак апатран шоколад çеç усăллă спортсменшăн. Ĕçмерен (напиток) минераллă шыв малта тăрать. Паллах, чĕрĕ шыв ĕçессине йăлана кĕртмелле.

Чустаран хатĕрленĕ апата пĕлсе çимелле, вăл виçерен иртмелле мар.

- Апата хăш вăхăтра çимеллине те асра тытмалла ĕнтĕ...

- Йывăр тренировкăсем тата каçхине çывăрас умĕн ытлашши çисе тултарни питĕ сиенлĕ. Çĕрле çуллă мар турăх ĕçни е чĕрĕ купăста çини вырăнлăрах.

- Питĕ лайăх ăнланмалла, Владимир Петрович. Эсир вулакана диетолог пекех тĕплĕн ăнлантаратăр.

- Спортсменăн диетолог та пулмалла (кулать).

- Çемьери климат, чун-чĕрери лăпкăлăх спортра ăнăçу тума пулăшать терĕмĕр. Туйсах тăратăп: Сирĕн ку енĕпе те йĕркеллех.

- Çапла, Тав Турра.

- Малашне те кил ăшши Сире ют çĕршывсенче ăмăртма вăй-хал парса тăтăр. Эсир диетăна, кун йĕркине, ăмăртусен графикне çирĕп пăхăнса тăни ăнăçăвăн çỹлти картлашки çинче яланах тытăнса тăма, маякла çутатма пулăштăр. Пирĕн калаçу спорт тусĕсен, сывă пурнăç йĕркипе пурăнас текенсен йышне ỹстерме пулăшасса шанатăп.

- Тавах, Зинаида Ивановна, ырă сăмахшăн. Эсир калашле пултăр.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru