Çынна пурнăç парнелекен вăрăм ĕмĕрлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-09-24 14:27:22 Версия для печати
IMG_1790.JPG
"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Пулать вĕт çын: пĕрре курсах унпа калаçса каятăн, тахçан пĕлнĕ пекех, хăй патне туртăнатăн. Пуплесен-пуплесен саншăн вăл хаклă тăван, шанчăклă тус пекех çывăх иккенне туйса илетĕн. Унри паха енсене хăвăнта аталантарма тĕллев лартатăн.

Çакăн пек çынпа тĕл пултăм эпĕ. Унпа, вулаканăм, сана паллаштарас тетĕп. Сăмахăм ĕмĕр тăршшĕпех сывă пурнăç йĕрки тытса пыракан 91 çулти Нина Александровна Леонтьева пирки. Шăмăршăра пурăнать вăл.

... 1930 çулхи майăн 24-мĕшĕнче Улатăрти Евдокия Ивановнăпа Александр Иванович Мартьяновсен туслă та ĕçчен çемйинче иккĕмĕш пепке çуралнă. "Нина" ят панă ăна. Ун хыççăн тата икĕ ача çут тĕнчене килнĕ. Çапла çĕршывшăн килнĕ йывăр тапхăрта виçĕ пĕр тăванĕн, ашшĕ-амăшĕн чун ăшшине туйса çитĕннĕ Нина.

Çичĕ класс пĕтерсен тăван хулари медицина техникумĕнче виçĕ çул ăс пухнă. Направленипе Шăмăршă районне ĕçлеме килнĕ. Ку 1948 çул пулнă. Малтанласа уйăх хушши Кахăрлă Шăхалĕн çыннисене трахомăран сипленĕ. Унтан Васана, Пуянкассине, Кивĕ Шăмăрша çак амакран сыватмашкăн çỹренĕ. Çуранах.

Яваплăха туякан, ĕçе чунтан парăнса тăвакан хĕре часах Шупашкара професси енĕпе пĕлĕве ỹстерме янă: ун чухне районта фельдшер-акушерсем сывлăш пекех кирлĕ пулнă. Çĕнĕ пурнăç пуçланнă вара Нина Мартьяновăн. Шăмăршă район больницин ача çураттаракан çуртĕнче тимлеме пуçланă вăл. Ача кĕтекен хĕрарăмсемпе консультаци ирттернĕ, вĕсене "çĕнĕ кайăка" алла илме пулăшнă, кăкăр ачине пăхма кирлĕ сĕнỹ панă... Пирвайхи хут çуратакансене уйрăмах пысăк тимлĕхре тытнă.

Ĕçре вара темле кĕтменлĕх те сиксе тухма пултарнă. Пурнăçпа вилĕм хушшинчи вуншар-вуншар хĕрарăма е пепкене çăлса хăварма професси ăсталăхĕ, çирĕплĕх, вышкайсăр пысăк чăтăмлăх, паллах, çынна çын пек шеллени пулăшнă.

Ача çуратакансем иртнĕ ĕмĕрĕн 50-80-мĕш çулĕсенче нумаййăн пулнă, пĕр харăс аптраса ỹкекенсемсахал мар тĕл килнĕ. Çавăнпа харăсах ача çуратакансем валли оборудовани хатĕр тăнă.

_ Пĕррехинче çапла пĕр хĕрарăма çуратма пулăшрăм çеç _ теприне илсе килчĕç. Малтанхи, тертпе çуратнăскер, юн нумай çухатрĕ. Пурте ун умĕнче чупкалатпăр. Пурнăçпа вилĕм хушшинче-çке. Теприне те пулăшу памалла... Мана хăвăртрах кушетка çине вырттарчĕç: хам юнăма парса çăлса хăвартăм мăнтарăна, _ çапла аса илет иртнине медицина ĕçĕн ветеранĕ.

37 çулхи ĕç биографийĕнче хăй юнне парса çăлнă хĕрарăмсем сахал мар тĕл пулнă Нина Александровнăна. Çапла, фельдшер-акушер пек çеç мар, донор пек те район çыннисен асне кĕнĕ Мартьянова-Леонтьева.

Паянхи кунчченех этемлĕхĕн чи паха енĕсене _ çепĕçлĕхпе шеллевлĕхе, çав хушăрах чăтăмлăхпа çирĕплĕхе _ пĕтĕçтерекен медицина ĕçченне, чи хаклишĕн _ пепкене çут тĕнчене килме пулăшнишĕн тав тăваççĕ. Унсăрăн мĕнле пултăр-ха? Вăхăтлă та вырăнлă сĕнỹ-канаш вуншар хĕр-хĕрарăма тỹрленми йăнăш тăвасран упраса хăварнă, сывă та тĕреклĕ пепке çуратма майсем туса панă. Хăй патне лекнĕ пациенткăсене тăван хĕрĕ е тантăшĕ пек çывăх курса, вĕсен ыратăвне-пăшăрханăвне чĕри патне илсе тунă вăл ĕçне. Чăн-чăн çын, чăн-чăн специалист çеç çапла тума пултарать!

Çăмăл мар ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн Н.Леонтьевăна тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе, Хисеп грамотисемпе чысланă. Ун сăн ỹкерчĕкĕ КПСС Шăмăршă райкомĕн тата халăх депутачĕсен район Совечĕн ĕç тăвакан комитечĕн Хисеп хăми çине те лекме тивĕçнĕ.

Районăн демографиллĕ лару-тăрăвне лайăхлатмашкăн пысăк тỹпе хывнă медицина ĕçченĕ çемьере те юратнă арăм, ытарайми аннепе асанне рольне пурнăçланă тата пурнăçлать. Мăшăрĕ Иван Александрович Леонтьев _ район центрĕнчи çыхăну уйрăмĕн, хальхи "Коммунальник" уçă акционер обществин тата ытти организацисен ертỹçисенче тăрăшнăскер, Нина Александровнăшăн тĕрек те шанчăк пулнă. Питĕ шел, 50 çул пĕрле алла-аллăн пурнăç çулĕпе утнă хыççăн çемье пуçĕ чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă. Йăх тăсмалăх виçĕ ывăл çуратнă Леонтьевсем. Питĕ шел, вăталăххи _ Сергей халĕ çук ĕнтĕ. Асли _ Александр Ульяновскра çемйипе пурăнать. Юрий _ тĕпкĕч. Кĕçĕн ывăлĕпе Антонина кинĕ амăшне питĕ юратса пăхаççĕ. Пилĕк мăнукĕпе вун пĕр кĕçĕн мăнукĕ _ чун йăпатмăш, куç тулли савăнăç. Ачи-мăнукĕ ырă хыпарпа та вĕренỹри-ĕçри çитĕнỹпе пурăнма вăй-хал хушать, кăмăла çĕклет.

Çулне кура мар çамрăк курăнать 91-ти ватă. Тупата, 65-70 çул кăна пама пулать Нина Александровнăна. Хăçантăр хура çỹçлĕ пулнăскерĕн пуçне халь "кĕмĕл пас" "тытнă", _ хăй ỹсĕмне кура чеченлĕх кỹрет хуçине. Сăмах май, пуçне тутăр çыхма юратмасть хĕрарăм, ачаран хăнăхнă. Хăмăр куçĕнче чĕррĕн шевле вылять. Çỹхе тути кулнă чух тăрăхла пичĕ ăш пиллĕхпе çуталать. Тĕлĕнмелле, хулара çитĕннĕ пулин те пĕртте çỹçне, пит-куçне сăрламан. Çут çанталăк панă илеме çапла майпа упраса хăварнă темелле. Вăтам пỹ-сине çăмăллăн тытса, тỹрĕ утма тăрăшать ватă, _ çын хушшинче ĕçленĕскер, çапла хăнăхнă.

Çурхи-çуллахи кунсенче пахчара вăй çитнĕ таран тăрмашать пулсан, кĕрхи-хĕллехи вăхăтра куçлăхне тăхăнса алла хаçат, кĕнеке тытать. Эпĕ пынă чухне Оскар Уайльд çырнă "Портрет Дориана Грея" (!) кĕнекене вулатчĕ. Çивĕч ăс-тăнне упраса хăварнăскер, мăнукĕсемпе кĕнекесен геройĕсем тата политика событийĕсем çинчен дискусси пуçлать. Эх, тытăнса каять вара хĕрỹ калаçу.

Вăрăм ĕмĕр сăлтавĕ пирки ыйтсан "вăрçă ачи" çапла хурав пачĕ:

_ Эп чи йывăр саманара çитĕннĕ, пурăннă. Çывăх çынсене çухатнă. Хура-шурне нумай "тутаннă". Килти тата ĕçри лару-тăру лăпкăлăхĕ мана хама алăра тытма пулăшнă. Сывă пурнăç йĕрки _ эрех-сăра ĕçменни, пирус туртманни, гигиенăна пăхăнни _ мана сывлăхăма упраса хăварма пулăшрĕ.

Юлашкинчен аслă ăрури фельдшер-акушер çамрăксене çакăн пек сĕнỹ пачĕ:

- Çирĕп сывлăх _ хамăр аллăмăрта. Ăна ачаран упрамалла. Пĕлнĕ-пĕлмен çынпа явăçса çемье çавăрмалла мар. Чирлес пулсан ăна çийĕнчех сиплемелле. Унсăрăн сывă ача-пăча çуратасса шанма çук.

Килĕшмеллех ку сăмахпа. Пурнăç "тути-масине" çителĕклех "тутаннă", ĕçĕнче пысăк опыт пуçтарнă çыннăмăр йăнăш калама та пултараймасть.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru