Хапхисем чĕнтĕрлĕ, пахчисем чечеклĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-09-16 15:55:40 Версия для печати
967e795e-3147-4360-84b7-b6e811aa5ee9.jpg
"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Карапай-Шăмăршă ялĕн çыннисем Çĕнтерỹ урамĕнчи Роза Владимировнăпа Александр Иванович Львовсем умĕнчен иртсе пынă чух уттине вăрахлатаççĕ, кермене аса илтерекен çурта, çывăхри пахчара хĕмленекен чечексене ытарайми сăнаççĕ. Илемлĕ, илĕртỹллĕ!

Шăратса авнă тимĕртен тунă эрешлĕ хỹме хапха. Ун витĕр шахмат йĕркипе сарнă тата геометри фигурисемлĕ брусчатка (кил хуçин ылтăн алли перĕннĕ кунта) тулти хăтлăха туйтарать. Шаларах картише кĕмелли тимĕр хапхапа калитке _ тĕттĕм кăвакпа тĕттĕм сарă тĕссемпе çураçтарнăскерсем, тĕрĕпе витĕннĕскерсем. Умĕсене шур савăтра ỹсекен тĕрлĕ тĕслĕ петуни лартса тухнă. Ай, ытарма çук! Вĕсем урам енчи хỹме витĕр ытла та уçăмлă курăнаççĕ. Пỹрт умĕнчи хăмăр решетке, 45 градуспа çурри _ сулахай енне, çурри сылтăм енне "тайăлнăскер", хăйне евĕрлĕхпе тыткăнлать. Хушăкĕсенчен çỹллех мар туя тĕмĕсем, явăнакан тата ахаль роза, сальви, петуни, астра, дельфинум... чечекĕсем куçа йăмăхтараççĕ.

Калиткене уçса кĕриччен (кунта "йытă" хуралта) икĕ енне пăхса илмесĕр тỹсейместĕн. Ларса канма саккине те янтăланă. Виноград явăнчăкĕнчен тунă "алăксем" витĕр пахчана, тĕрĕссипе, çăтмаха лекетĕн. Тирпейлĕ йăрансем пахча çимĕçрен тулăх. Мĕнле кăна ĕлкĕреççĕ-ши хуçисем?

Карта тулли выльăх-чĕрлĕх тытнисĕр, ĕçе çỹренисĕр пуçне, Львовсем хăйсем пурăнакан вырăна тасалăхра та тирпейлĕхре, хăтлăхра тытаççĕ. Çемьери килĕшỹпе юрату хăвачĕ темле ĕçре те пулăшать.

Роза Владимировна _ Карапай-Шăмăршăри ПНИн ĕç терапийĕн инструкторĕ тата парикмахерĕ. Ун тивĕçĕ _ кунта пурăнакансене ĕç урлă сыватасси, канлĕх кỹресси, тирпейлĕ çỹретесси. Чирлĕ тата чăлах çынсем ун тăрăшулăхне кура ал ĕçпе кун кунлаççĕ: çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, чечек ỹстереççĕ, теплицăра хăяр-помидор çитĕнтереççĕ. Пĕр сăмахпа, хăйсене сывă çынран пĕртте катăк туймаççĕ.

Александр Иванович _ районти "Энергосеть" организацире тимлет. Электричество потребителĕсене тĕрĕслекен контролерсемшĕн яваплă вăл. Килте вăл тума пĕлмен ĕç те çук. Ахальтен мар, ашшĕ-амăшĕн (йывăр тăпри çăмăл пултăрах вĕсен) 1985 çулта лартнă çуртне çĕнетме хăват çитернĕ мăшăрĕпе пĕрле.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru