Упра пурнăçна

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-08-27 13:35:41 Версия для печати
"Сывлăх - тупра, ăна упра" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Ватти те вĕтти тĕнчере
(Вĕсемшĕн çунать ман чĕре!)
Сиенлĕ йăла авăрне
Путаççĕ, туймаç сиенне.
Эрех те наркотик, кальян...
Кулач вырăнне ак паян!
Нумай кирлĕ мар аташма _
Айван уйрăлать пурнăçпа...
Чапа-ши тухасшăн çапла?!
Этем! Пуçупа шухăшла.
Сиенлĕ йăла кирлĕ мар!
Пĕтме хамăра парар мар!
Ирпе эс чупсам майĕпен:
Хушсам сывлăхна ерипен.
Шывра иш. Тытсам пурттуна _
Çурсам вуттуна, тăк тарна.
Пурнаймĕ çын спортсăр нихçан,
Спортпа та ĕçпе туслашсан
Нихçан ỹкĕнỹ пулмĕ сан.
Спортпа туслашни _ чи вăйли!
Ĕçре илнĕ чап _ чи сумли!
Тĕп пултăр сиенлĕ йăла!
Упра пурнăçна хуçалла!
О.Долгова, ЧПУ студентки (Палтиел).
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru