Ревакцинаци пуçланĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-07-30 15:44:09 Версия для печати
Чăваш Енре ревакцинаци пуçланĕ. Тепĕр майлă каласан, коронавирусран пĕрре прививка тутарнисен тепĕр хутчен укол тутарма тивĕ. Ревакцинацие пĕрремĕш прививка хыççăн çур çултан пурнăçламалла.

Прививка кампанийĕ пуçланнăранпа районта коронавирусран 2554 (икĕ компонентпа та _ 2068) çын вакцинациленнĕ. Куллен 30 яхăн çын укол тутарать. 60 çултан иртнисенчен 1000 яхăн çын (40 ытла процент) прививка витĕр тухнă. План тăрăх вара районта пурăнакан 6329 çынна çак процедура витĕр кăлармалла. Çапла тусан кăна хăрушă муртан хăтăлма пултарăпăр.

Н.ИЛЬИНА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru