"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Шăмăршă районĕнче кăçал икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлмалли пирки пĕлтернĕччĕ. Вĕсенчен пĕри Пуянкасси ялĕнче пулать. Объектăн хакĕ _ 4533 пин тенкĕ.
Сиплев çуртне кунта хăпартса лартнă, çивиттине витнĕ, чỹречесемпе алăксене вырнаçтарнă. Шалти ĕçсене пурнăçласан, çутçанталăк газĕ кĕртсен фельдшерпа акушер пункчĕ Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсенчи 216 çемьере пурăнакан 554 çыннăн сывлăхне тĕрĕслесе тăма май парĕ.
Паллах, çурт таврашне те хăтлăх кĕртмелле, унсăрăн çĕкленнĕ çĕнĕ объект хăвăртах хăйĕн сăнне çухатма пултарать. Территорире тирпейпе тасалăх хуçаланасси, чечек клумбисем пуласси те иккĕлентермест.
Район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова пĕлтернĕ тăрăх, çак ялсенче пурăнакансене кăçалхи кĕркуннех ФАПра йышăнма пуçлĕç. Унта ял-йыш хисеплекен, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен Галина Батрова фельдшер ĕçлĕ.
А.МИХАЙЛОВ.