Лапам илемленĕ, çынсене савăнтарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-07-16 09:45:07 Версия для печати
ДК ЛАПАМ.jpg
"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

РЕСПУБЛИКĂРА 2020 çулта "Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлĕхĕсенче граждансен пурăнмалли хăтлăхне ỹстермелли хушма мерăсем çинчен" Чăваш Ен Пуçлăхĕн Указне тĕпе хурса картишсемпе тротуарсене тирпейлесе хăтлăх кĕртесси комплекслă программăна пурнăçлас тĕллевпе 1 млрд та 311,7 млн тенкĕ уйăрнăччĕ. Районта пĕлтĕр картиш территорийĕсене тирпейлесе хăтлăх кĕртессипе лайăх ĕçленине палăртса хăвармалла. Ялсенче ача-пăча тата спорт площадкисене вырнаçтарчĕç. Çак проектсен пĕтĕмĕшле хакĕ _ 16097,24 пин тенкĕ. Çĕнĕ объектсем çынсене пушă вăхăта усăллă ирттерме, канма, спортпа туслашма май параççĕ. Ачасемпе çамрăксем, çавăн пекех аслăрах ăрурисем те кунта хăйсен ỹт-пĕвне тĕреклетме, пиçĕх-терме пултараççĕ. Районта çак программăна тĕпе хурса кăçал Шăмăршăри Юбилей урамĕнче спорт площадки вырнаçтараççĕ. Ку енĕпе ĕçсене пуçланă та ĕнтĕ. Çак площадка шкулпа юнашар пулнăран унта шкул ачисем хăйсен пушă вăхăтне ирттерме пултарĕç, спорт еннелле туртăнĕç, сывлăхне тĕреклетĕç. Шăмăршăри Совет урамĕнчи Культура керменĕ умĕнчи лапама хăтлăх кĕртес ĕç малалла пырать. Кунти ĕçсене туса пĕтерсен район центрĕ татах та капăрланĕ, илĕртỹллĕрех курăнĕ, хăнасене те хăй илемĕпе, тасалăхĕпе, хăтлăхĕпе савăнтарĕ. Кунти ĕçсене икĕ тапхăрпа пурнăçлама пăхса хунă. Пĕлтĕр 3217076,29 тенкĕлĕх (çак шутра республикăн федераллă бюджетĕнчен _ 3184905,53 тенкĕ, республикăн бюджетĕнчен _ 22519,53 тенкĕ, Шăмăршă ял тăрăхĕн бюджетĕнчен _ 9651, 23 тенкĕ) ĕç пурнăçланă, ыттине вара кăçал туса пĕтермелле. Çĕнĕ фонтан лартасси, электромонтаж ĕçĕсене пурнăçласа лапама çутăпа тивĕçтересси, сантехника, гидроизоляци ĕçĕсене тунăччĕ. Хальхи вăхăтра, çанталăк шăрăх тăнине пăхмасăр, кунта ĕç шавĕ лăпланмасть. Уяр кунсене усăллă ирттермелле, мĕншĕн тесен объекта августăн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Культура керменĕ умĕнчи лапама брусчатка сарса пĕтерсен (унăн лаптăкĕ _ 1280 тăваткал метр) çынсене ларса канма 18 сак кỹрсе килмелле. Вĕсемпе юнашар урнăсем те вырăн тупĕç. Газонсене тюльпан суханĕсене лартса хăварĕç. Унтах тĕрлĕ тĕспе çутатакан çỹллĕ мар хунарсем пулĕç. Шăмăршăра каçпа уçăлса çỹрекенсем çак лапамри фонтан темиçе тĕспе çутатнине, сирпĕнекен шыв асамат кĕперĕн тĕсĕсемпе капăрланнине курма та ĕлкĕр- чĕç пулĕ. Ĕçсене тăвакан "Монополия" сахал яваплă обществăн яваплă ĕçченĕ пĕлтернĕ тăрăх, тунă ĕçе йышăнтариччен пур шăйрăка та, çитменлĕхе те пĕтерме палăртаççĕ, проектпа пăхса хăварнине туллин пурнăçласа çынсем валли илĕртỹллĕ лапам хăвараççĕ. А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru