Çанталăк шăрăх тăнă май республикăра ачасем чỹречерен ỹксе вилнĕ тĕслĕх темиçе те пулчĕ. Çывăх çыннисемшĕн çакă, паллах, калама çук пысăк хуйхă.
Июнĕн 8-мĕшĕнче çĕрле Шупашкарти Ярмаркка урамĕнчи çуртăн 10-мĕш хутĕнчи хваттер чỹречинчен çулталăк çурăри хĕр ача ỹкнĕ. Ĕç-пуçа уçăмлатнă хыççăн çакă палăрнă. Çав çĕр çемье çывăрма выртмашкăн хатĕрленнĕ ĕнтĕ. Унччен зала уçăлтарас тенĕ. Ỹпре-шăна хваттере вĕçсе кĕресрен сыхланса çакнă сеткăллă чỹречене уçнă. Аслисем кухньăна кайнă, залра вара çулталăк çурăри тата 3 çулти пĕчĕк хĕр ачасем кăна юлнă. Тахăш самантра кĕçĕнни чỹрече янахĕ çине хăпарнă, хайхи сетка çине тайăннă та… унпа пĕрлех 10-мĕш хутран аяла ỹкнĕ. Питĕ çỹллĕ вĕт _ пĕчĕкскер çавăнтах вилнĕ.
Çĕрпỹре 3 çулти арçын ача 5-мĕш хутран ỹкнĕ. Шел те, вăл вилнĕ.
Çакă паллă: арçын ачана килте 5-ри тата 12 çулти аппăшĕсем пăхнă, аслисем пулман. Вăл тĕпелте чỹрече çине хăпарса кайнă та аялалла ỹкнĕ. Арçын ачана Шупашкарти больницăна илсе çитернĕ, анчах вăл тепĕр кун ирхине вилнĕ.
Çĕнĕ Шупашкарта та кун пек пăтăрмах пулнă. 2 çулти арçын ача 4-мĕш хутри чỹречерен тухса ỹкнĕ. Çав вăхăтра амăшĕ те килтех пулнă. Халĕ пепкене больницăра тухтăрсем май килнĕ таран пулăшаççĕ.
Чăваш Енре çакнашкал тĕслĕхсем юлашки вăхăтра çине-çинех пулнине кура чăннипех пăшăрхантарать. Ĕç-пуçа тĕпчени ачасен вилĕмĕн, вĕсем суранланнин сăлтавĕсем пĕрешкеллине çирĕплетеççĕ. Чỹрече патне лартнă сĕтел-пуканпа усă курса чỹрече янахĕ çине хăпараççĕ, ỹпре-шăнаран сыхланмалли сетка пулнине кура хăрушлăха туймаççĕ ахăр _ ун çине таянаççĕ... Пĕчĕкскерсем чỹречене хăйсем тĕллĕн уçни те пулкалать. Паллах, кун пекки вĕсене аслисем сăнаса тăман чух пулать.
Акă мĕншĕн ачасемпе питĕ асăрхануллă пулмалла. Пỹлĕмсене уçăлтарнă чух ачасене унта пĕччен хăварма юрамасть. Сĕтел-пукана та чỹрече çывăхне лартни вырăнсăр. Пĕчĕкскерсем чỹречене хăйсем тĕллĕн уçасран сыхланмалли ятарлă хатĕрсем туянса вырнаçтарни инкек пулассине сирсе яма пулăшать. Çав хатĕрсем хаклă мар.
Ачасем çакнашкал инкек курасран сыхланасси _ ашшĕ-амăшĕн, вĕсене пăхассипе çыхăннă явап-лăха хăйсем çине илнĕ ытти çын тивĕçĕ. Урамри иртен-çỹрене те чĕнсе калас килет, уçă чỹрече патĕнче ача пулнине асăрхарăр тăк _ çакăн çинчен пĕр тăхтамасăр 02 телефонпа полицие шăнкăравлама ан ỹркенĕр. Çапла туса эсир пĕчĕкскерсем вилессине е суранланассине сирсе яма пултаратăр.
Н.МАЗЯКОВА.