Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕ "Пĕрле" ыркăмăллăх фончĕ пулăшнипе республика шайĕнче "Эпĕ _ хĕрарăм" ятпа конкурс ирттернĕ.
Конкурс Хусан тата Сăр хỹтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăх çулталăкĕпе тỹр килни ахальтен мар. Шăпах Хусанпа Сăр хутлăхĕсенче 1941-1942 çулсенче пирĕн тăрăхри хĕрарăмсем тăшманран хỹтĕленме окоп чавнă, дот, дзот тунă, _ Çĕнтерĕве çывхартма тỹпе хывнă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие республикăра пурăнакансен талантне тупса палăртас тата вĕсен ĕç опытне сарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Пурĕ 350 хĕрарăм хутшăнма кăмăл тунă конкурса. Вĕсен йышĕнче _ вĕрентекенсемпе воспитательсем, культура ĕçченĕсем, тухтăрсем, производствăра малта пыракансем, предприяти ертỹçисем, бизнесменсем, нумай ачаллă амăшĕсемпе кил хуçисем.
Конкурс онлайн мелĕпе иртнĕ. Услови тăрăх конкурсанткăсен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа паракан видеона социаллă сете тăратмалла пулнă. Пĕтĕмлетĕве онлайн сасăлав (унта 52 пин çын хутшăннă) татса панă. Виçĕ номинаципе иртнĕ çак ыйтăм: "Аграри секторĕ", "Бизнес тата предпринимательлĕх", "Социаллă сфера".
Çак сумлă конкурса Шăмăршă районĕнчен пилĕк хĕрарăм хутшăннă. Вĕсем: Татьяна Николаевна Долгова _ Палтиелĕнчи тĕп Культура çурчĕн заведующийĕ, Любовь Михайловна Сабанова _ Шăмăршăри "Юмах" ача сачĕн заведующийĕ, Александра Львовна Погашова _ Шăмăршă район больницин участокри педиатр врач, Надежда Михайловна Угарина _ "Н.М.Угарина" хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи (Пуянкасси), Галина Вавиловна Кириллова _ Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Кахăрлăри Совет Союзĕн Геройĕ З.З.Алимов ячĕллĕ тĕп шкулăн вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ (Пуянкасси).
Палăртма кăмăллă, чи пысăк йышлă (263 çын) "Социаллă сфера" номинацире Т.Н.Долгова 52 вырăна тухма мехел çитернĕ.
Конкурсанткăсене Республика кунĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра Чăваш Ен ертỹçи О.А.Николаев чысланă. Шăмăршăсем, ыттисем пекех, ятарлă сертификата тата шĕкĕр хуламăрăн тĕп урамĕ тăрăх колоннăпа утма тивĕçнĕ.
Пултаруллă хĕрарăмсене чĕререн саламлатпăр, малашлăхра ырлăх-сывлăх, тулли телей сунатпăр. Сирте хастарлăх вучĕ нихçан та ан сỹнтĕр, юратнă çыннăмăрсем!
З.Свеклова.