"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Пысăк уяв _ Çимĕк _ çитиччен нумаях та юлмарĕ. Ăна кăçал июнĕн 20-мĕшĕнче паллă тăватпăр. Çитмĕл çичĕ тĕслĕ курăкпа мунча кĕрсе тасалнă хыççăн ĕлĕкрен ялĕпех Çимĕк умĕнхи шăматкун (хăш-пĕр ялта _ кĕçнерникун) масар çине утнă.
Масар - сăваплă вырăн. Çавăнпа та ăна тасалăхра тытмалла. Çакă кашни чĕрĕ çыннăн тивĕçĕ. Вил тăприсене хыт-хурапа курăк пусма паманни, ун вырăнне чечексем акса-лартса çитĕнтерни темрен те пахарах.
Шăмăршă ял тăрăхне кĕрекен Канаш паççулккинчи масар çинче субботник йĕркеленĕ. Çынсем йывăçсен типнĕ-хăрнă турачĕсене, çỹп-çапа пуçтарнă. Территорие тирпей-илем кĕртнĕ, вил тăприсен хушшинчи сукмаксене тасатнă.
Çакнашакал субботниксене çимĕк çитиччен ытти ялсенче те ирттерме палăртаççĕ. Аякран килекен тăвансем умĕнче масар çинчи тирпейсĕрлĕхшĕн пите хĕретме ан тивтĕр тесе тимлеççĕ. Кун пек çĕрте ĕçе йĕркелесе пыракан, пуçарулăх кăтартакан пулни пĕлтерĕшлĕ те вырăнлă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, староста ертсе пырсан тата та аванрах пулмалла. Хулара пурăнакансен те тăванĕсен вил тăприне тирпейлеме килмелле. Масар епле пулнинчен ял халăхĕн пурнăçĕпе культури курăнать-çке.