Хапха çинчи çăлтăр та - Çĕнтерỹ палли

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-04-02 13:45:41 Версия для печати
a3123b844ad1210c6c665ded6e8c468f.jpg
РАÇÇЕЙ ПРЕЗИДЕНЧĔН пресс-секретарĕ Дмитрий Песков, çак кунсенче журналистсемпе тĕл пулнă чух, кăçалхи майăн 9-мĕшĕнче Мускавра Çĕнтерỹ Парадне ирттересси çинчен пĕлтернĕ.

"Парад пулатех, _ тенĕ вăл. _ "Вилĕмсĕр полк" та утса иртĕ. Хальхи вăхăтра хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ".

Коронавирус чирĕ енĕпе лару-тăру лайăхланасса кĕтнĕ май, Аслă Çĕнтерỹ уявне çĕршывĕпех анлăн паллă тума шутлаççĕ. Çапла вара, пирĕн районта та çак чаплăран чаплă уява тивĕçлĕн хатĕрленсе ирттерме тăрăшмалла.

Чăн малтан, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисене асăнса лартнă палăксене тирпейлемелле, юсаса-сăрласа тухмалла. Палăк йĕри-таврашĕнчи картана та юсамалла е çĕнĕрен тытмалла, хитре чечексем лартса илем кỹмелле.

Паллах, вăрçăпа тыл ветеранĕсене чыс-хисеп тăвасси _ пысăкран та пысăк тивĕç. Шел, фронтра çапăçнисем паян иккĕн çеç чĕрĕ. Вĕсем тата тылра Çĕнтерĕве çывхартассишĕн чунтан тăрăшса вăй хунисем "Вăрçă ачи" ята тивĕçнисем уявăн чи хисеплĕ хăнисем пулмалла.

Республикăра 2021 çула Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕçри паттăрлăхне асăнмалли çулталăк туса хунă май, çак пысăк пĕлтерĕшлĕ стройкăна пирĕн районтан хутшăннă 4900 çын ятне-хушаматне, сăн ỹкерчĕкĕсене тупса палăртсан çав тери лайăх пулĕччĕ. Шел, çак ĕмĕт пурнăçланмасса та пултарать, мĕншĕн тесен коронавирус чирне пула шыравçăсене маларах килтен киле çỹреме май пулмарĕ. Паян мĕн пуçтарни те хаклă: Улатăр çывăхĕнче окоп-блиндаж чавма хутшăннисен сăн ỹкерчĕкĕсем "Вилĕмсĕр полк" ретĕнче вăрçă паттăрĕсемпе юнашар пулмалла.

Çак уяв, иртнĕ вăрçă паттăрĕсене асăнни вилнисене мар, чĕррисене кирлĕ. Паян çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ыйту питĕ çивĕч тăрать. Иртнĕ çулсен чи лайăх йăли-йĕркине манса пынă май, халĕ урăхларах шухăш-ĕмĕтпе пурăнма тытăнни хытă сисĕнет. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи паянхи çамрăксемшĕн _ тахçанхи истори çеç. Вĕсенчен нумайăшĕ Совет Союзĕн Геройĕсемпе Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕсем çинчен питĕ сахал пĕлет, Герой хуласене те астумаççĕ. Питĕ шел, ачасен аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ, ашшĕпе амăшĕ вăрçăра вилнĕ е фронтран киле таврăнсан çĕре кĕнĕ çывăх тăванĕсем çинчен каласа пама та вăхăт тупаймаççĕ. Çапла вара хамăр курса-пĕлсе тăрсах нимĕнпе те интересленмен, Тăван çĕршывран та ютшăнакан ăру çитĕнтеретпĕр.

Патриотизм воспитанийĕ хальхи шкулăн чи кирлĕ задачисенчен пĕри пулмалла. Вăрçă çулĕсене астăвакан çынсем чĕрĕ-сывă чухне вĕсемпе тĕл пулса калаçмалла, асаилĕвĕсене çырса илмелле. Эпир ача чух вăрçăра хыпарсăр çухалнисене шыраса тупас тĕлĕшпе тĕрлĕ çĕре çыру яраттăмăр, мĕнле те пулин хыпар килсен чунтан савăнаттăмăр. Çак пархатарлă ĕçе мĕншĕн халĕ йĕркелесе ямалла мар? Районтан вăрçа кайнисен йышĕнче хыпарсăр çухалнисем сахал мар, вĕсене ăçта, хăш масара пытарнине халĕ те пĕлейместпĕр.

"Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн пĕр номерĕнче эпĕ вăрçăран таврăнайманнисене тата фронтран килсен вилнисене асăнса вĕсем унччен пурăннă çуртсем çине шăвăçран касса хĕрлĕ çăлтăр çапма сĕннĕччĕ. Ман пуçарупа çакнашкал çăлтăра Аслă Çĕнтерỹ 30 çул тултарнине паллă тунă чух районĕпех çапса тухнăччĕ. Вăхăт иртнĕ май, вĕсем кивелсе шупкаланчĕç, çĕнĕ çурт лартакансем вара çăлтăрсене илсе пăрахни те пăшăрханатарать. Нивушлĕ кашни çемье пĕр е икĕ (вăрçа кайнисен шутне кура) çăлтăр ăсталама вăй çитереймест-ши? Хамăн сĕнĕве эпĕ "çỹлереххисем" патне те çитертĕм, анчах вĕсем çăлтăр тума укçа-тенкĕ çукки çине йăвантараççĕ. Тĕлĕнсе-хытса тăмалла: вăрçа тухса кайнисем фронтра Тăван çĕршывшăн, пирĕн телейлĕ пурнăçшăн пурнăçĕсене те шеллемен, эпир вара вĕсене асăнма темиçе пин тенкĕ тупаймастпăр. Эпĕ пуçлăхсенчен ветерансем валли çурт лартса пама ыйтмастăп вĕт-ха. Çак çăлтăра унчченхи пек хамăр пĕр районтах алăпа касса ăсталас килмесен, Шупашкарти пĕчĕк предприятире васкавлăн хатĕрлеттерме те май пур. Хакĕ те пысăк мар. Спонсорсем тупма та пулать. Тăрăшни çеç кирлĕ, "укçа çук, эсир кĕтĕр-ха" тени _ халăх умĕнчи яваплăхран пăрăнмалли чи çăмăл сăлтав.

ПАТРИОТИЗМ ĕçĕнче вак-тĕвек çук. Тăван çĕршыв букварьти ỹкерчĕкрен пуçланать тенĕ пек, çурт-хапха çинчи хĕрлĕ çăлтăр та _ Аслă Çĕнтерĕве ĕмĕр асра тытса пурăнмалли чи таса паллă. Манар мар çакна. Манас марччĕ нихăçан та!

Ив.Саландаев.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru