Чăх-чĕп туяннă чух - асăрхан!

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-04-02 13:37:36 Версия для печати
img7221.jpg
Ялта пурăнакан çын выльăх-чĕрлĕхсĕр, кайăк-кĕшĕксĕр пурăнаймасть. Çуркунне çитсен вĕсем хăйсен хушма хуçалăхĕ валли чăх-чĕп, хур-кăвакал туянаççĕ. Анчах вĕсене кайăк грипĕпе чирлессинчен сыхлас тĕлĕшпе кашнийĕнех çакна асра тытмалла:

_ кайăк-кĕшĕке чăх-чĕп фабрикисенче е килти хушма хуçалăхра уçă е хупă çĕрте тытнă чухне те ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пăхăнмалла;

_ вĕçен кайăксем ушкăн-ушкăн вĕçсе килнĕ вăхăтра килти хушма хуçалăхсенче чăх-чĕпе ытларах картара е картишĕнче тытма тăрăшмалла, вĕсене пачах та урама кăлармалла мар.

Кайăк грипĕ _ тискер кайăксемпе килти кайăк-кĕшĕке пырса тивекен вируслă чир. Чир пуçламăшĕ _ унпа чирлекен кайăк чирлĕ кайăк-кĕшĕкпе е сывлăш, е апат-çимĕç, е айсарăм урлă чирлесе ирттернĕ кайăксемпе, чăх-чĕппе пĕрле пулни.

Кайăк-кĕшĕк туянакансене çакна асăрхаттарса калас килет. Чăх-чĕп е хур-кăвакал туяннă чухне сутуçăран ветеринари службинчен илнĕ ятарлă документ ыйтма манса ан кайăр. Енчен те çакнашкал хутпа сире паллаштараймарĕç пулсан, чăх-чĕп туянма ан васкăр.

Кайăк-кĕшĕкпе пасарта палăртнă вырăнта кăна суту-илỹ тума юрать. Вăл вырăн _ "Шăмăршăри сельхозтехника" предприяти пулнă территори. Çул хĕррисенче е урăх вырăнта суту-илỹ тума юрамасть. Суту-илỹ тăвакансем халĕ çынсене çăмăллăнах улталама пултараççĕ. Пирĕн вара çав серепене лекессинчен сыхланмалла.

Вăхăтра чăх-чĕпе прививка туни чиртен сыхласа хăварма май парать. Ялти ветеринари службин ĕçченĕпе тĕл пулса канашласан та ытлашши пулмĕ, вĕсем сире яланах ырă сĕнỹ парса пулăшма хатĕр.

Сунарçăсен сунартан таврăнсан çăвăнса тасалмалли çинчен манса каймалла мар. Тытнă кайăк-кĕшĕке вырăнтах тирпейлесе тасатсан вырăнлăрах. Тĕкне, каяшне çавăнтах çунтарса ямалла. Унăн каяшĕпе килти чĕрчуна апатлантарма юрамасть. Йыттăн пит-сăмсине, урисене лайăх çуса тасатса, шăлса типĕтмелле. Çынра чир палли палăрчĕ пулсан, тăхтаса тăмасăр, киле тухтăра чĕнмелле.

Ю.МАТВЕЕВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru