Вĕрентекенсем - сывă пурнăç йĕркишĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-04-02 13:26:25 Версия для печати
PHOTO-2021-03-31-21-11-42.jpg
Шăмăршă районĕнче вĕрентỹ организацийĕсен профсоюз членĕсен йĕлтĕрпе ярăнма тата шашкăлла выляма юратакансен ăмăртăвĕсем иртнĕ.

Спорт уявне пухăннисене район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров тата районти вĕрентỹ профсоюз организацийĕн председателĕ Светлана Жилкина саламланă, пурне те çĕнтерỹ, хавас кăмăл суннă. Çавăн пекех Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн директорĕ Вера Хорькова, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн районти уйрăмĕн секретарĕ Ираида Пыркина сăмах каланă.

Йĕлтĕр эстафетинче финиша чи малтан Шăмăршă шкулĕн ĕçченĕсем çитнĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Карапай Шăмăршăпа Пăчăрлă Пашьел шкулĕсем.

Шашкăлла вылякансем те хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Кунта Пăчăрлă Пашьел шкулĕн команди çĕнтернĕ, Шăмăршă шкулĕ _ иккĕмĕш, Карапай Шăмăршă шкулĕ _ виççĕмĕш. Ача сачĕсенче вăй хуракансем хушшинче малти вырăнсем çапларах пайланнă: "Ромашка" (Шăмăршă), "Василек" (Карапай Шăмăршă), "Аленушка" (Шăмăршă).

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru