Килсĕр-çуртсăр кайăксем е шăнкăрч вĕлли тума мĕншĕн ỹркенетпĕр?

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-03-26 11:49:39 Версия для печати
грачи.jpg
УЧЕНĂЙСЕМ çирĕплетнĕ тăрăх, юлашки 400 çул хушшинче пирĕн çĕр çинчен 100 ытла вĕçен кайăк çухалнă, хальхи вăхăтра та вĕсен нумай тĕсĕ чакса пырать.

Çуркуннехи уйăх хăй ăшшипе çупăрла пуçларĕ. Тин кăна шап-шурă выртакан юр тĕсĕ те хуралсах пырать. Хыпалансах, кунран кун хĕвел çỹле хăпарать. Вĕçен кайăксем те тăван тавралăха вĕçсе киле пуçларĕç. Çакăн та вĕсем ăшă йăва çавăраççĕ, чĕпписене кăлараççĕ.

Тăван çĕршыва пуринчен малтан хура кураксем вĕçсе килеççĕ. Вĕсем хыççăн шăнкăрчсем, чĕкеçсемпе шăпчăксем, саркайăксем, ытти вĕçен кайăксем тавралăха илем кỹреççĕ.

Шăнкăрчсене кĕтсе илме пирĕн пурин те тĕплĕн хатĕрленмелле. Кашни çыннăн çак енĕпе яваплăха туйса, пỹрт умĕсенче е пахчара шăнкăрч йăвисем ăсталаса лартмалла. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне ку енĕпе тĕрлĕ конкурс иртетчĕ. Хĕлле сырăш тăвас, çуркунне шăнкăрч йăви ăсталас ĕçе пуçарса яратчĕç вĕрентекенсем. Пĕчĕк пулнипе, хамăр алла пуртă-пăчкă тытса аппаланма пĕлмен паллах. Аттепе пĕрле мăлатук шаккаса ларнине питĕ лайăх астăватăп вара. Конкурса тăратнă ĕçсем пĕринчен тепри илемлĕччĕ, кашни ача хăй ĕçĕпе савăнатчĕ. Чи лайăх шăнкăрч йăвисем шкул пахчине илем кỹретчĕç, йăвана шăнкăрч вĕçсе кĕрессе чăтăмсăр кĕтсе тăнă. Кам пỹртне ытларах кăмăллать-ха? Интереслĕ вĕт... Çунатлă тус йăвана килсе илемлĕ юрă шăрантарма пуçласан, савăнăçа ниçта хурайман. Питĕ хĕпĕртеттĕмĕр.

Хальхи вăхăтра районти шкулсем вĕçен кайăксене мĕнлерех кĕтсе илеççĕ-ши? Çутçанталăка упрас енĕпе яваплăха туяççĕ-и? Ĕлĕкхи пек ачасене, ашшĕ-амăшне тăван тавралăха юратса пурăнма хавхалантараççĕ-и? Конкурссем, акцисем ирттернин тĕп тĕллевĕ _ кайăксен йышне упраса хăварас енĕпе тĕнчери общественноçа анлăн явăçтарасси. Кайăксене сыхлас ыйту питĕ çивĕч пулмалла пек туйăнать. Çитĕнекен ăрăва çак ĕçе явăçтарни воспитани енчен те ырă витĕм кỹрет пуль тесе шутлатăп. Çапла туса эпир вĕсене ырă тĕслĕх кăтартатпăр.

Çутçанталăк тата этем пĕр-пĕринпе питĕ тачă çыхăннă. Этем тавралăха кỹрентермесен, вăл та пире ырăпа тавăрать. Кашни çын тавралăха упрасан пурнăç тата та илемлĕрех пулĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен çутçанталăк _ этемĕн мăн амăшĕ, чĕрĕлĕх çăлкуçĕ.

Атьăр-ха, туссем, пурте ырă ĕç тума васкар. Каярах юлтăмăр пулин те, çунатлă туссене тараватлăн кĕтсе илме хатĕрленер. Вĕсен чаплă юрри çĕр пичĕ çинчен ан çухалтăр тесен, пурте яваплă пулма васкар. Кашни çурт умĕнче шăнкăрч йăви хăйĕн тусне тараватлăн кĕтсе илтĕрччĕ.

Эх, шăнкăрч юрри мĕне тăрать! Пусарăннă кăмăл-туйăма та самантрах уçса ярать. Пурăнас килет. Вĕсемпе пĕрле юрă шăрантарса яманни кăна. Çак ытарайми кайăк çынсене хăй илемĕпе çеç илĕртмест, унра каласа кăтартма çук асамлă вăй упранать.

Н.Клементьева.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru