Çур аки çывхарать, хресчен ĕçе пуçăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-03-26 11:43:44 Версия для печати
нов.тр..JPG
"Манăн район - манăн мăнаçлăх" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Шăмăршă районĕнче çур акине хастар хатĕрленеççĕ. Хуçалăхсем çĕнĕ йышши техникăсем, вăрлăх, минерал удобренийĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянаççĕ. Çавăн пекех тракторсене, сеялкăсемпе сỹресене, культиваторсене юсаççĕ.

Хальлĕхе хуçалăхсем 167 тонна топлива туяннă. Ку енĕпе И.Н Быков, А.П. Егоров, Г.Н. Макаров, О.А. Хлюкин, В.М. Алексеев хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, сахал яваплă "Колос" Агрофирма", "Победа", "Агротранспорт" обществăсем лайăх ĕçлеççĕ.

Районти хуçалăхсем 1432 тонна минерал удобренийĕ илсе килнĕ. "Победа" ООО _ 225 тонна, "Колос" Агрофирма" ООО _ 180 тонна, Т.Г. Иванова фермер _ 91 тонна, Е.В. Пондякова фермер _ 83 тонна, П.А. Майоров, Ф.С. Рахматуллов, А.П. Егоров фермерсем _ 40-шер тонна кỹнĕ.

Акмалли вăрлăх та хатĕрлеççĕ. Çав хушăрах çĕнĕ сортсем те туянаççĕ. Ял хуçалăхĕсем 2068 тонна вăрлăх хывнă, кондицие ларнă вăрлăх 86 процентпа танлашать. Элита вăрлăхсем В.Н. Симурзин, Н.М. Угарина, А.А. Юнкеров, П.А. Майоров, Е.В. Пондякова, Т.Г. Иванова фермерсем çурхи культурăсен вăрлăхĕпе пуянланнă. А.А. Юнкеровпа В.Н. Симурзин фермерсем çĕр улми вăрлăхне çĕнетессипе тимлеççĕ.

Çĕнĕ вăрлăх, урăх сорт тухăçлă тĕш тырăпа ытти ял хуçалăх культурисене çитĕнтерме, туса илме май парать. Çакна шута илсе пысăк репродукциллĕ, элита вăрлăхсене çак хуçалăхсем туяннă та ĕнтĕ: "Победа" ООО _ 5 тонна урпа, В.Н. Симурзин фермер _ 2,5 тонна çурхи тулă, А.А. Юнкеров фермер _ 5 тонна урпа, П.А. Майоров фермер _ 20 тонна урпа, Е.В. Пондякова фермер _ 10 тонна çурхи тулăпа 10 тонна сĕлĕ, Н.М. Угарина фермер _ 20 тонна çурхи тулăпа 25 тонна урпа, Т.Г. Иванова фермер _ 17,5 тонна пăрçапа 8 тонна урпа. Кĕçех А.П. Егоров фермер хуçалăхне 50 тонна урпа, 12 тонна сĕлĕ тата 5 тонна вика килсе çитмелле.

Çĕнĕ техника уй-хир ĕçĕсене тухăçлă та вăхăтлă пурнăçлама пулăшать. Çакна районти ял хуçалăхĕсем питĕ аван пĕлеççĕ. Кашни çулах вĕсем "Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ" наци проектне пурнăçласа трактор-машина, комбайн, сеялка тата ытти техника туянса хăйсен паркне çĕнетеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Е.В. Пондякова фермер _ БТЗ-243 К (Т-150) тата МТЗ 82.1, О.Н. Макаров фермер _ МТЗ-102.5, А.П. Егоров фермер _ МТЗ-95.3, Т.Г. Иванова фермер _ МТЗ-1222, "Победа" ООО _ "Кировец" К-735М, В.М. Алексеев фермер МТЗ-82.1. А.П. Егоровпа Г.Н. Макаров хресчен (фермер) хуçалăхĕсене те çĕнĕ "Кировец" тракторсем килмелле.

А.НИКОЛАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru