Пултăрана хирĕç кĕрешме

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-03-12 15:12:06 Версия для печати
Республикăра пурăнакансем Сосновский пултăранне пĕтерес тĕлĕшпе республикăра мĕн тума палăртнипе кăсăкланаççĕ. Ыйтусене Чăваш Ен Пуçлăхĕн Инстаграмри страницине çыраççĕ.

Çавна май региона ертсе пырассин центрĕ ку ыйтусене республикăн Ял хуçалăх министерствине çитернĕ.

Чăваш Енре çак пултăран 300 га яхăн çĕр лаптăкĕсем çинче сарăлнă. Çак ỹсен-тăран хăй ỹсекен вырăнти çĕре те наркăмăшлантарать, çынсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать _ ăна перĕнсен ỹт пиçсе каять. Сосновский пултăранне пĕтерес тесен ăна темиçе хутченех хими препарачĕсемпе им-çамламалла.

Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, 2021 çулта пултăрана пĕтерессипе пысăк калăпăшлă ĕçсем пулмалла. Ку тĕллевпе 9 млн тенке яхăн уйăрма палăртнă. Ялсем тавра тата юхан шывсен хĕрринче ỹсекен пултăрана хирĕç им-çамсăр кĕрешме тытăнĕç, ытти лаптăксенче гербицидпа усă курĕç.

Кашни районта ятарлă бригадăсем йĕркелеме пăхнă, вĕсене кирлĕ хатĕрсемпе, хỹтлĕх тумĕпе тата химикатсемпе тивĕçтермелле.

Чăвашинформ ИА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru