Депутатсен парнисемшĕн

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-03-05 10:34:50 Версия для печати
Районта кашни çулах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, "Единая Россия" фракцин депутачĕсен Кирилл Ермолаевпа Олег Мешков парнисене çĕнсе илессишĕн шкул ачисем хушшинче волейбол турнирĕ ирттереççĕ. Çак ырă йăлана кăçал та пăрахăçламан, спорта юратакансем Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул спортзалне пухăннă, хаклă парнесемшĕн вĕренекенсен командисем тупăшăва тухнă.

Хĕрсен командисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Пăчăрлă Пашьел шкулĕн команди йышăннă, иккĕмĕш _ Палтиел шкулĕ, виççĕмĕш _ Шăмăршă шкулĕ. Каччăсем те хастар вылянă, малти вырăнсенче Шăмăршă шкулĕн 3-мĕшпе 1-мĕш тата Пăчăрлă Пашьелĕн командисем.

Игорь Саландаевпа Александра Искендерована чи лайăх вылякансем тесе палăртнă.

И.ПЫРКИНА. "Единая Россия" партин районти уйрăмĕн ертỹçи.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru