Социаллă пулăшу курăмлă

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-02-12 11:37:00 Версия для печати
2020 Çулта Шăмăршă районĕнче социаллă тĕрлĕ тỹлев илекенсем 4439 çын шутланнă, районта пурăнакан кашни виççĕмĕш çынна пулăшу панă. Районти халăха социаллă пулăшу мерисене пама 99 млн та 902 пин тенкĕ янă, 2019 çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 81,3 процент нумайрах. Социаллă тỹлевсене вăхăтра, туллин пурнăçланă.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 3-7 çулхи ачасем валли уйăхсерен укçа тỹлевĕ евĕр çĕнĕ социаллă пулăшу мерине хута янă. 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çемье тупăшне шута илсе ăна пайăн-пайăн тỹлĕç, вăл 4925,5 тенкĕрен пуçласа 9851 тенкĕ таран пулĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн Шăмăршă районĕнчи сахал тупăшлă 152 çемье çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне шкулта вĕренекен кашни ача пуçне 5000 тенкĕ пулăшу укçи илнĕ. Пĕтĕмĕшле тỹлев калăпăшĕ 1108 ача пуçне 5 миллион та 540 пин тенкĕ шутланнă.

Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - нумай ачаллă çемьесене пулăшу парасси. Хальхи вăхăтра çакăн пек 245 çемьене (3 ачаллă çемье - 196, 4 ачаллисем - 38, 5 ачаллисем - 8, 6 ачаллисем - 3) шута илнĕ, вĕсенче 18 çула çитмен 801 ача çитĕнет.

Чăваш Республикин "Вăрçă ачисем çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн республикăра "Вăрçă ачисем" статусне тĕпе хурса 1927 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕччен çуралнă тата Чăваш Республикинче пурăнакансене 2020 çултан пуçласа "Вăрçă ачисем" удостоверени параççĕ. Паянхи куна Шăмăршă районĕнче çак удостоверение 507 çынна панă.

Сăмах май, Чăваш Енри "вăрçă ачисене" пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă услугăсен тỹлевĕн 25 процентне компенсацилĕç. Кун пирки калакан саккун проектне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ырланă.

Сăмах пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тỹленин 25 процентне компенсаци мелĕпе парасси çинчен пырать. Кунта пурăнмалли çурт-йĕре тытса тăнăшăн е унăн наймĕшĕн тỹлени, учет приборĕсем тăрăх тỹлени, çут çанталăк газĕпе ăшăтман пỹртсенче вутă-шанкăшăн е урăх топливăшăн тỹлени тата ăна илсе пыма транспорт услугине тỹлени те кĕреççĕ.

"Гражданин çак вăхăта урăх укçа тỹлевне илмелли правăпа усă курать е урăх саккунпа килĕшỹллĕн уйăхсерен тỹлев илсе тăрать пулсан, унăн малашне хăш пулăшу мерипе усă курассине суйласа илмелле", _ палăртнă Чăваш Ен ĕç министрĕ Алена Елизарова.

Министр иртнĕ çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне тунă статистика даннăйĕсемпе килĕшỹллĕн республикăра 64,5 пин вăрçă ачи пурăннине пĕлтернĕ.

Н.ФЕДОРОВА, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru