Ирçесем çĕршыв чысне çĕклеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-02-12 11:34:21 Версия для печати
музей Девятова.jpg
ПИРĔН Шăмăршă районĕ - нумай нациллĕ. Чăвашсемпе юнашар тутарсем, вырăссем, ирçесем, ытти халăх çыннисем туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ. Эпир Раççей Геройĕпе, Шамкай ятлă ирçе ялĕнче çуралнă Олег Долговпа тивĕçлипе мухтанатпăр. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче те пирĕн районта çуралса ỹснĕ вун-вун ирçе патшалăх наградисене тивĕçнĕ. Мирлĕ тапхăрта та ирçесем хастар ĕçпе палăрнă. Паян вĕсем халăх хуçалăхĕн пур отраслĕнче те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Тĕслĕхрен, Ирçе Тĕкки ялĕнчи Никоноровсен çемйинчен çĕршывĕпех паллă икĕ ученăй тухнă.

Ирçе-мăкшă халăхĕн мухтавлă кун-çулĕпе интересленнĕ май, эпĕ пурне те савăнтарма тивĕç тĕслĕхсене нумай тупрăм. Акă Николай Антошкин генерал-полковниках илер. Ирçе пулнă май, вăл хăйĕн тăван халăхĕн чи маттур ывăл-хĕрне шыраса тупса энциклопедисене кĕртес тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Николай Антошкин Раççей Сывлăш çарĕн главнокомандующийĕн заместителĕ пулнă, 1 класлă çар летчикĕ.

Легендăна кĕрсе юлнă Валерий Чкалов летчикăн амăшĕ Ирина Ивановна Чкалова та ирçе иккен. Мордва Республикинче çуралса ỹснĕ.

Çак хушамата вара аслă ăру çыннисем питĕ лайăх ас тăваççĕ: Совет Союзĕн маршалĕ, Оборона министрĕ, виçĕ хут

Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Дмитрий Федорович Устинов Самар облаçĕнчи Мокша ятлă ялтан тĕнчене тухнă. Совет Союзĕн маршалĕ, Генштаб начальникĕ пулнă Сергей Федорович Ахромеев та _ Виндрей ятлă ирçе ялĕнчен.

Кам пĕлмест пуль Василий Шукшин писателе тата кино артистне? Унăн ашшĕ те, амăшĕ те ирçе пулнă, Шукшинсем 19-мĕш ĕмĕрте Алтая куçса кайнă.

Совет Союзĕн Геройĕ Михаил Девятаев летчик-истребитель те _ ирçе. Хăй чĕрĕ чухне, вăл тăрăшнипе, Мордва Республикин тĕп хулинче Саранскра тата вунă район центрĕнче постамент çине çар самолечĕ вырнаçтарнă, ятарлă вăтам пĕлỹ паракан вĕренỹ заведенийĕсенчи студентсем валли Девятаев ячĕллĕ стипенди те пулнă.

Ирçесем те _ чăваш халăхĕ пекех _ хăйсен космонавчĕпе мухтанаççĕ. Хальччен Владимир Дежуров космоса вĕçсе ирçе халăхне чапа кăларнăччĕ пулсан, тĕпчевçĕсем паян Алексей Губорев, Николай Рукавишников, Геннадий Сарафанов тата Виктор Пацаев та ирçе-мăкшă çемйисенче çуралса ỹснине тупса палăртнă. Вăрçăра чапа тухнă тепĕр летчик, Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Маресьев та _ чăн-чăн ирçе. Унăн позывнойĕ те "Мордвин" пулнă иккен.

800 метра пуринчен те хăвăртрах чупса тухса Олимп чемпионĕ пулса тăнă Юрий Берзаковский амăшĕ Екатерина Николаевна та _ Мордва Республикинчи Кивĕ Шайгово ятлă ирçе-мăкшă ялĕнчен.

Çапла, ирçе халăхĕ Тăван çĕршыва сахал мар паттăр çын парнеленĕ: Совет Союзĕн Геройĕсем _ утмăл виççĕн, Мухтав орденĕсен тулли кавалерĕсем _ çиччĕн.

Сăн ỹкерчĕкре: Совет Союзĕн Геройĕн Михаил Девятаевăн çурт-музейĕ. Ив. Саландаев.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru