Прививка тума маларах çырăнмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-02-12 11:27:50 Версия для печати
Чăваш Ене февраль уйăхĕнче коронавирусран 38 пин ытла доза вакцина килмелле. "Фармация" пĕрлешỹре тата республикăри больницăсенче ăна упрама условисем çителĕклĕ. Çапла вакцинăна пур хулапа районти вакцинаци пункчĕсене валеçсе парĕç.

Шăмăршă район тĕп больницин тухтăрĕ Ирина Смирнова пĕлтернĕ тăрăх районта пурăнакан 256 çынна прививка тунă, 110-ăшне иккĕмĕш хут.

Прививка тăвас шухăшлă районти çынсен йышăнăва маларах çак мелсемпе усă курса çырăнма пулать: 122 номерпе е больницăри поликлиника регистратурине 8(83546)2-32-84 шăнкăравласа врач патне йышăнăва кайса е патшалăх услугисен пĕрлехи порталĕ урлă. Портал урлă çырăннă чухне "запись к врачу" сервиса суйласа илмелле те "название участка" тесе çырнă вырăнта "вакцинация" сăмаха çырмалла, кабинет номерне кăтартмалла. Шăмăршă район тĕп больницин поликлиникинче вăл 56 номерпе вырнаçнă.

Аса илтеретпĕр, республикăра аслă ỹсĕмри çынсен 60 процентне вакцинацие явăçтарма планлаççĕ.

Хамăр инф.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru