Шăнкăр кăна шăнкăр çырма юхать...

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-05-15 08:28:21 Версия для печати
KaXqvaNu.jpg
ХĔВЕЛЛĔ те ытармалла мар илемлĕ çу кунĕсем çывхарсах çитрĕç. Çак хаваслă тапхăра ачасем уйрăмах тỹсеймесĕр кĕтеççĕ. «Каникул - кан та кул, шкул çине эс алă сул!» - çапла çырнăччĕ Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕр вĕренекен редакцие. Канмалла-кулмалла та-ха, çапах та шкул çинчен те пуçĕпех манма юрамасть. Хушăран алла кĕнеке те тытмалла, унсăрăн кĕçĕн классем шкулта тарла-тарла вĕреннине те манса кайĕç. Ĕçпе кану лагерьне те çỹремелле, килте аттепе аннене те пулăшмалла.
Çу кунĕсенче - уйрăмах шăрăх çанталăкра - ача-пăча шыв хĕррине туртăнать. Кунта вара уйрăмах асăрханулăх кирлĕ. Пирĕн районта, Палтиел çывăхĕнчи шыв управĕсĕр пуçне, пысăк çырмасемех çук пулин те инкек-синкек кашни çул тенĕ пекех сиксе тухать. Ачасем хăйсем тĕллĕн шыва кĕме кайни, аслисем вĕсене пăхса-сăнаса тăманни хăрушлăх кăларса тăратать.
Шухăшлар-ха, аслисем: Шăмăршăри «Туслăх» спорт комплексĕнче хулари пек чаплă бассейн пур чухне хамăрăн ачасемпе мăнуксене мĕншĕн унта илсе килместпĕр? Ан тив, эрнере пĕрре кăна ишчĕр бассейнра, çапах кăмăлĕсем тулĕç. Укçи-тенки кирлех ĕнтĕ, анчах çын пурнăçне укçапа хаклаймăн.
Çырма, пĕве, кỹлĕ хĕрринче ỹт-пĕве амантасси те часах. Мĕн кăна йăваланса выртмасть-ши курăк ăшĕнче? Тухтăрсем кашни çулах каникул вăхăтĕнче ал-урана кĕленчепе е тимĕрпе кастарнă ачасен йышĕ пысăкланнишĕн пăшăрханаççĕ.
Ман шутпа, шыва кĕмелли тапхăр çитиччен кашни ялтах субботник йĕркелесе çырмапа пĕве йĕри-таврашне тасатса тухмалла. Çак ĕçе ял тăрăхĕн администрацийĕпе шкул дирекцийĕ йĕркелесен аван пулĕччĕ.
Хаçатра вырăн панипе усă курса, кашни ялтах пĕве кирлине те палăртса хăварас тетĕп. Чăн малтан, пĕве вут-кăвартан сыхă тăма кирлĕ. Шăмăршăри пушар чаçĕнче ĕçлекенсем нумай ялта шыв управĕ çуккишĕн хытă пăшăрханаççĕ. Ăнсăртран инкек сиксе тухсан, шыв ăçтан илмелле?
Хур-кăвакала та шывсăр усрама йывăр. Халăх пурнăçĕ лайăхланса пытăр тетпĕр пулсан, районти тата вырăнти влаçсен ял çыннисене хур-кăвакалпа выльăх-чĕрлĕх усрама май туса памаллах тесе шутлатăп.
Чăнах та, пĕве е кỹлĕ тума укçа-тенкĕ те чылай кирлĕ. Кунта пуçару бюджечĕпе ĕçе йĕркелеме пулать. Тен, пуянрах предпринимательсем те ырă ĕç тума хирĕç пулмĕç?
Ĕç хыççăн е канмалли кунсенче пĕве хĕрринче вăлтапа ларма та лайăх. Пулă ĕрчетме пуçарулăх çеç пулмалла. Шыва бензин-солярка е мазут тăкса вараламасан, çырма хĕрринче автомашинăсене çумасан пулă ĕрчетех. Республикăри нумай районта пулă пĕвисемпе кỹллисем пур вĕт-ха, пирĕн мĕншĕн вĕсенчен тĕслĕх илмелле мар? ...
ÇУ КУНĔ кашни çыннах - çитĕннине те, ача-пăчана та - савăнăçпа телей кăна парнелетĕрччĕ. Хĕвелпе хĕртĕнсе, шывра ишсе сывлăха тĕреклетер, малашне тата та тăрăшарах ĕçлеме вăй-хал пухар.
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru