Тĕллевсем уçăмлă, вĕсене пурнăçламалла

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-02-05 10:34:14 Версия для печати
Николаев Послание.jpg
Февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне Ҫырупа тухрĕ. Ҫак паллă пулăм Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Республика ертӳҫи иртнĕ ҫулхи ĕҫсене пĕтĕмлетрĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ, пурнăҫăн тĕрлĕ сферинчи ыйтусене тарăн тишкерсе тухрĕ.


Чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫĕршыври лару-тăру ҫинчен аса илсе хăварчĕ, усал коронавирус амакĕ чылай ҫыннăн пурнăҫне татнине палăртрĕ. 17 пин ытла ҫынна, COVID-19 чирпе аптраканнисене,тухтăрсем пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне парса тивĕҫтернĕ, пурнăҫне ҫăлса хăварнă. Ку ĕҫсемшĕн сиплев учрежденийĕсенче тăрăшакан мĕнпур тухтăра ырласа тав сăмахĕ каларĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Чир-чĕр хăш-пĕр йывăрлăха та палăртнă. Паянхи куна илес пулсан, регионта инфекци уйрăмĕ ҫителĕксĕр пулни куҫкĕретех. Инфекци уйрăмне тăвассипе 2022-мĕш ҫулччен ĕҫе тытăнмалла, унччен хатĕрленӳ ĕҫне тĕпрен туса ҫитермеллине чĕнсе каларĕ регион Пуҫлăхĕ.

Вĕренӳ сферине илес пулсан, кăҫал республикăра ҫĕнĕ пилĕк шкул ҫĕкленсе лармалла. Кунсăр пуҫне Олег Николаев ачасене мĕн пĕчĕкренех чăваш чĕлхине вĕрентсе пыма методика хатĕрлемеллине, ун валли ҫĕнĕ кĕнекесем кăлармаллине те палăртрĕ.

Пуҫаруллă предпринимательсен проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳмелле, хăтлă условисем йĕркелемеллине каларĕ республика Пуҫлăхĕ. Экономикăна аталантарас тесен бизнеса вăй илтермелле, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ предприятисем уҫмаллине, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлемеллине асăнчĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче.

Ҫулсерен агропромышленноҫ пайĕ аталанса вăй илсе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Олег Николаев уйрăмах пирĕн тăрăхра хăмла лартса ҫитĕнтерме чаплă условисем пуррине асăнса хăварчĕ.

«Ҫĕр улми лартса ҫитĕнтерессипе, паха вăрлăх хатĕрлессипе регион лайăх ĕҫлет, апла пулсан, ку енĕпе те малалла ĕҫлемелли чылай», - терĕ вăл хăйĕн Ҫырăвĕнче.

Олег Николаев специалистсене хатĕрлесси, спорт, культура, цифровизаци, ҫул-йĕрпе строительство, туризм, йăлари ҫӳп-ҫап пухса тирпейлессипе палăртнă ыйтусем пирки те тĕплĕн чарăнса тăчĕ, кирлĕ мерăсем пăхса хăварчĕ, тĕллевсене пурнăҫлама хушрĕ.

2021 ҫула Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă паттăрсене халалланă. Ҫавна май палăртса хунă мĕнпур мероприятие туллин тата кирлĕ шайра йĕркелесе ирттерме хушрĕ. Кунсăр пуҫне вăрҫă ачисем пирки те Ҫырура палăртрĕ.

«Ҫырăва кĕртнĕ мĕнпур тĕллевсем республика аталанăвĕ ҫине витĕм кӳреҫҫĕ, енчен те вĕсене туллин пурнăҫласан, пысăк ҫитĕнӳсем пулĕҫ. Чи ҫивĕч ыйтусене, халăх кулленех ҫĕклекеннисене пĕрле килĕшсе татса памалла», - тесе каларĕ Ҫырăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тухнă Ҫырăва итлеме 400 ытла хăна хутшăннă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Раҫҫей Федерацийĕн сенаторĕсем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Раҫҫей Геройĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, предприяти, организаци ертӳҫисем, тĕрлĕ тĕн представителĕсем килсе ҫитнĕ. Мероприяти пирки пĕтĕмпе федераци тата республика шайĕнче МИХсенче ĕҫлекен 55 ытла журналист хыпарсем хатĕрлесе панă, вĕсене халăх патне илсе ҫитерме тăрăшнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru