Ирина - маттур, пултаруллă

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-02-05 10:19:18 Версия для печати
ДАНИЛОВА ИРИНА СТИПЕНДИАТКА БАИШЕВО.jpg
Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пултаруллă та маттур вĕренекен сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Ирина Данилова. Çак тăрăхра ун пирки пĕлмен-илтмен çын çук та пулĕ.


Ирина вĕренÿре «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, шкулти ытти обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Вăл кашни çĕре çитме ĕлкĕрет. Ăна сцена çинче те, спортзалра та курма пулать, библиотекăран тухма пĕлмест тесен те йăнăш мар. Уйрăмах Ирина илемлĕ тата наукăпа çыхăннă литературăна вулама кăмăллать. Хăй те сăвăсем çырать, сăвăçăсен конкурсĕсенче палăрать. Акă республикăра иртнĕ «Ирçе сасси», «Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурссенче вăл лауреат пулса тăнă.

Ирина Данилова яланах малтисен ретĕнче. Вăл кашни мероприятие ертсе пырать. Хăйĕн илемлĕ сассипе куракансене савăнтарать, юррисемпе вĕсен кăмăл-туйăмне çĕклет. Хăйне хушнă ĕçе яланах вăхăтра тата туллин пурнăçлать, çурма çулта нихăçан та чарăнса тăмасть, мĕнле йывăр пулсан та вĕçне çитерет.

«Ирина - çирĕп кăмăллă, мал ĕмĕтлĕ хĕр. Шкулти «Хĕрлĕ парăс» ачасен организацийĕн Канашĕнче тăрать, «Дельфинсем» волонтерсен шкулти юхăмĕн, «Юность» çамрăксен ĕç бригадин членĕ. Волонтерсен республикăра иртекен «Çамрăк ăру сывă пурнăç йĕркине суйлать», «Эсĕ суйланă професси» акцисене çулсеренех хутшăнать. Районти конкурсăн агитбригадăсен наставникĕсем хушшинче умлă-хыçлă икĕ çул призерсен шутне кĕчĕ. Спортра та унăн çитĕн\-сем пур. Шкул команди районти ăмăртусенче те час-часах палăрать, малти вырăнсене тухма пултарать. Пĕлтĕр хĕрсен команди Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсен Олег Мешковпа Кирилл Ермолаевăн парнисене çĕнсе илессишĕн пулнă волейбол турнирĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, районти шкул ачисен 31-мĕш Спартакиадинче теннисла выляса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ тата ыт.те. Çамрăк армеецсен «Зарницăпа» «Орленок» вăййисенче те çулсеренех вăл шкул чысне хÿтĕлерĕ.

Иринăпа пирĕн шкул чăннипех те мухтанма, мăнаçланма пултарать. Çакăн пек хастар вĕренекенсем пулсан пире те ĕçлеме çăмăл», - кăмăллăн пĕлтерчĕ шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен Наталия Угарина вĕрентекен.

Вĕренÿре, спортра çитĕнÿсем тунăшăн, общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Ирина Данилова 2021 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru