Депутатсен ларăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2021-01-29 11:19:17 Версия для печати
Район администрацийĕн акт залĕнче район пуçлăхĕ Юрий Ермолаев ертсе пынипе районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ 5-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Çавăн пекех унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, район прокурорĕ Владимир Николаев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн тĕрлĕ тытăмĕн ертỹçисем хутшăннă.

Ларура районти контрольпе шутлав органĕн отчетне итленĕ. Унпа Татьяна Татарских паллаштарнă. Контроль мероприятийĕсене 2020 çулта 390,2 млн тенкĕлĕх пурнăçланă (танлаштарма: 2018 çулта _ 298,8 млн тенкĕлĕх, 2019 çулта _ 446,4 млн тенкĕлĕх).
Районти 5 предприяти, организаци ертỹçи патне тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтермелли çинчен калакан предписани ярса панă. 7 ертỹçе дисциплинăллă яваплăх тыттарнă. Тĕрĕсленĕ кашни материала районти прокуратурăна тăратнă.

Районти Обществăлла канашăн йышне улăштарассине пăхса тухнă. Çак йышран С.И. Антонована кăларма йышăннă.

Муниципаллă служащисен ĕç вырăнĕнче хăйсене мĕнле тытмаллине тата район администрацийĕн интересĕсене тĕпе хурса конфликтсене лăплантарас енĕпе 2016 çулхи мартăн 15-мĕшĕнчи районти депутатсен йышăнăвĕнчи 29 пунктăн "а", "б", "д" çум пункчĕсене улшăнусем кĕртме йышăннă.

Прогноз планне (программăсем) пурнăçлани çинчен калакан сведение йышăнса муниципалитет пурлăхне приватизацилени пирки калакан 2019 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче кăларнă 33,6 номерлĕ (2020 çулта улшăнусем хушнă) йышăнăвĕсене çирĕплетнĕ. Каласа хăвармалла, Шăмăршăри сельхозтехника предприятийĕ пулнă территорири 523,4 тăваткал метр склада 3 çуллăха, Виçпỹрт Шăмăршăри 1104,3 тăваткал метр фермăна 2 çула приватизацилени пирки сăмах пынă.

Пуянкасси ял тăрăхĕ çинче тăракан куçман пурлăха район администрацийĕн пурлăхĕн шутне куçарма йышăну тунă.

Район пурлăхĕ çинче тăракан Пуянкасси ялĕнчи Карл Маркс урамĕнче вырнаçнă 1976 çулта туса лартнă 233,1 тăваткал метрлă гаража Пуянкасси ял тăрăхĕн харпăрлăхне пама йышăннă.

Анат Чаткас тата Кивĕ Чукал ял тăрăхĕсенчи куçакан пурлăха (автомашинăсем) район администрацийĕн пурлăхне куçарма йышăннă.

А.МАКСИМОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru