Ырă чунлă, çепĕç саслă

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-05-11 09:50:32 Версия для печати
Диомидова.jpg
СЫВЛĂХРАН хакли нимĕн те çук. Ăна укçалла илеймĕн. Çак сăмахсен пĕлтерĕшне эпир пенси çулĕсене çывхарма тытăнсан тин ăнланса илетпĕр. Медицина ĕçченĕсем вара çакна питĕ лайăх пĕлеççĕ, пире те сывлăха çамрăклах упрама аса илтерсех тăраççĕ. Чирлесе больницăна лекнĕ çынна ура çине тăратассишĕн мĕн май килнĕ таран тăрăшаççĕ, эмелпе те, ырă сăмахпа та вăй-хăват парса тăраççĕ.
Çакнашкал медицина ĕçченĕсенчен пĕри - Шăмăршăри тĕп больницăри хирурги уйрăмĕн аслă медицина сестри - Любовь Диомидова.
Акă мĕнле хакларĕ унăн пархатарлă ĕçне больницăн тĕп врачĕн çумĕ Н.Ильина:
- Любовь Валентиновна пирĕн больницăра 28 çул ĕçлет - хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа, пысăк яваплăхпа пурнăçласа пырать. Хирурги уйрăмĕн заведующийĕн шанчăклă пулăшаканĕ вăл. Обществăлла ĕçре те хастар. Пурте ун çинчен лайăх сăмахсем кăна калаççĕ.
Çапла, Шупашкарти медицина училищинчен 1990 çулта вĕренсе тухнăранпах ĕçлет Л.Диомидова хирурги уйрăмĕнче. Малтан медицина сестринче, 2008 çултанпа вара - тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кура - аслă медицина сестри тивĕçĕнче вăй хурать.
Мĕншĕн медицинăна суйласа илнĕ-ха Палтиелĕнчи вăтам шкултан пур предметпа та «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕренсе тухнă хĕр? Ахальтен мар иккен. Амăшĕ - Лидия Ивановна Антонова - мĕн пенсие тухичченех Хайпăлари акушерпа фельдшер пункчĕн заведующийĕнче ĕçленĕскер, ачисене те хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе ырă тĕслĕх кăтартнах ĕнтĕ. Люба хĕрĕ те амăшĕн профессине суйласа илнĕ, кун-çулне чирлĕ çынна пулăшас ĕçе халалланă.
- Халĕ, унчченхипе танлаштарсан, ĕçлеме йывăр мар. Урамран шыв йăтмастпăр - сивĕ шывĕ те, ăшши те палатăрах. Чирлисемшĕн, уйрăмах шăм-шакĕ сусăрланнисемшĕн, санузел пỹлĕмрех пулни те питĕ меллĕ. Хама илес пулсан, çак ĕçе питĕ килĕштеретĕп. Нимĕнле урăх ĕçпе те улăштарас çук ăна нихăçан та! Пĕтĕм пурнăç хирурги уйрăмĕнче иртет: чунăмпа та яланах унта эпĕ. Чирлĕ çын пирĕн патăртан самайланса, сывалса тухсан çав тери савăнатăп, - çĕкленỹллĕ кăмăлпа пĕлтерет сывлăх сыхлавĕн ĕçне пĕтĕмпех парăннă Любовь Валентиновна.
Вăл ĕçе кашни кунах ирхине 7 сехетре пуçăнать. Пĕр вăхăтра 21 çынна сиплеме йышăнакан хирурги уйрăмĕнчи тасалăхпа тирпей-илем, пациентсене кирлĕ медикаментсемпе тивĕçтересси, медицина сестрисен тата техслужащисен ĕç графикне йĕркелесе тăрасси, кулленхи информацие вăхăтра компьютера кỹртесси - аслă медицина сестрин тивĕçĕ. Ĕç планне кашни уйăх валли хатĕрлет, ăна хăйне шанса панă коллективпа яланах пурнăçласа пырать.
Обществăлла ĕçре те активлă Л.Диомидова. Больницăра ирттерекен конкурссене тăтăш хутшăнать, кашнинчех Хисеп грамотине тивĕçет. Сăмахран, «Сестра милосердия», «Чи лайăх медицина сестри» професси конкурсĕсенче çĕнтернĕ. Юрлама юратать. Сăвăсем çырать. Çутçанталăкпа питĕ туслă - уйрăмах çепĕç чунлă хĕрарăма чечексем илĕртеççĕ – вĕсем чỹрече ани çине вырнаçаймаççĕ ĕнтĕ, урамра пỹрт умĕнче те тем тĕрли те ỹсет.
Тăрăшуллă ĕçчене район администрацийĕ те, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви те Хисеп грамотипе, Тав çырăвĕпе час-часах хавхалантарса тăрать. Эпир те хисеплĕ Любовь Валентиновнăна çывхарса килекен Медицина сестрисен кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Г.ИВАНОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru