Хĕл Мучийĕн парни - вулакансен йышĕ ỹсни

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-12-30 10:32:00 Версия для печати
IMG_8212.JPG
Хаклă та юратнă вулаканăм! Черетлĕ 2020 çул _ Йĕке хỹре çулĕ _ хыçа юлать, çĕнĕ 2021 çул _ Вăкăр çулĕ çывхарать. Мĕн илсе килĕ çĕнĕ çулталăк, пурăнăпăр, курăпăр. Çапла, вăхăт иртет, вăхăт шăвать. Кĕр кунĕ хĕллене улăштарать, çуркунне вара _ çуллана. Эх, тытса чарасчĕ те вăхăта, майĕ çук çав. Çут çанталăкăн хăйĕн саккунĕ. Халĕ уйрăм кăтартусене пĕтĕмлетме шăпах вăхăт çитрĕ.

Шăмăршă районĕ пурăнать, туллин аталанать. Пурнăçĕ çăмăлах мар пулин те, ырă улшăну куç кĕретех. Юлашки çулсенче Шăмăрш ене килсе куракан çын ырă улшăнусене _ хитре сăн кĕртнĕ урамсемпе парксене, тротуарсене, ача-пăча лапамĕсене, çĕнелнĕ шкулсемпе садиксене _ асăрхарĕ пулĕ. Район ертỹлĕхĕ тасалăха, тирпей-илеме, пуласлăха тĕп вырăна хунине уйрăммăн палăртса хăвармалла. 2020 çул иртсе кайнă май район хаçачĕн журналисчĕсем те çак ырă пулăмсене çутатмасăр тăмарĕç. Эпир кашни номерте вĕсене вырăн панă. Çулталăк вĕçленнĕ май паян уйрăм пĕтĕмлетỹсем тума пултаратпăр: хамăр умри тĕллеве пурнăçларăмăр тесе уççăмăнах калаятпăр.

2019-2020 çулсенче, коронавирус пирĕн тăрăхра анлă сарăлнă кунсенче, район хаçачĕн коллективĕ ура çинче пулчĕ, редакци хупăнмарĕ, хаçатăн кашни номерĕ вăхăтра тухса тăчĕ. Пире те çак лару-тăрура ĕçлемешкĕн çăмăл пулмарĕ. Ялсене тухса çỹреме тăхтарăмăр, районта мероприятисем, уявсем, спорт ăмăртăвĕсем ирттерме юраманни те йывăрлăха кĕртсе ỹкерчĕ. Çапах та майне-шывне тупса хамăрăн юратнă тусăмăрсем патне хыпарсене вăхăтра çитерме тăрăшрăмăр. Хаçата вулакансен хисепĕ ỹсни те кăмăла çĕклерĕ. 2021 çулхи пĕрремĕш çур çулта "Шăмăршă хыпарĕ" 1800 ытла тиражпа пичетленсе тухĕ. Çакăншăн чун савăнать! Чăн-чăн Хĕл Мучи парни пулчĕ ку пирĕншĕн! Ял тăрăхĕсенчи почта уйрăмĕнче ĕçлекенсене, почтальонсене çакăншăн пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Апла пулсан, хаçатăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăрччĕ!

Çулталăк тăршшĕпех пирĕнпе тачă çыхăнура тăнисене чун-чĕререн тав тăватпăр. Вĕсем çитес çул та пире хыпарсемпе, сĕнỹсемпе тивĕçтерсе тăрасса шанатпăр. Район администрацийĕн пайĕсенче, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче, шкулсемпе ача сачĕсенче вăй хуракансене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен, предприятисен, учрежденисен, организацисен ертỹçисене пирĕнпе пĕрле пулнăшăн, хыпарсем пĕлтерсе тăнăшăн тав сăмахĕ калатпăр. Çавăн пекех уйрăм авторсене те ыррине кăна сунас килет. Сирĕн ĕçĕрсем малашне те ăнса пыччăр, сывлăхăрсем çирĕп, телейĕрсем тулли пулччăр.

Пирĕнпе çыхăну тытнă пичет ĕçĕн ветеранĕсене И.Саландаева, И.Медведева чĕререн тав тăвас килет, вĕсем хаçатăн малашлăхĕшĕн пăшăрханни яр уççăн курăнать; обществăлла корреспондентсене Г.Иванована (Галина Николаевна август уйăхĕнче хаçатра ĕçлеме пăрахрĕ пулин те, чунĕпе вăл пирĕнпе пĕрлех, çакна туятпăр эпир), П.Фомина, Г.Ларшникова, В.Андронова, Ф.Кузнецована, З.Свеклована, З.Головинскаяна, Л.Егорована, Г.Мурзинана, М.Ванюшина, библиотекăсенче тата культура çурчĕсенче вăй хуракансене, хаçатăн мĕн пур тусĕсене пур кăмăлтан тав тăватпăр. Шел пулин те, чи хастаррисене вара _ М.Захаровпа Г.Смаева _ эпир яланлăхах çухатрăмăр... Вĕсем пире нихăçан та урăх хăйсен хастарлăхĕпе, ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе савăнтараймĕç. Вĕсен çутă сăнарне эпир ĕмĕрех асра тытăпăр!

Хаçат ĕçченĕсен йăнăшĕсене асăрхама пултарнисен сăмахĕсене те ăша хыватпăр. Вĕсен сĕнĕвĕсене эпир туллин йышăнатпăр, çитменлĕхсене пĕтерсе пыма тăрăшатпăр.

Çĕнĕ çула кашни çынах çĕнĕ тĕллевсемпе тата шухăш-ĕмĕтпе кĕрет. Эпир те çывхарса килекен 2021 çула ырă малашлăха ĕненсе кĕтсе илетпĕр. Çапла пулмалла та. Çакна та пĕлтерем. 2021 çулта районти "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат эрнере пĕр хут _ эрнекунсерен, 8 страницăпа _ тухса тăма пуçлать. Çапла тума пирĕн учредитель _ Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви сĕннĕ. Сăмах май каласан, Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле тата ытти районсен хаçачĕсем темиçе çул каяллах ĕнтĕ эрнере пĕр хутчен çеç тухса тăраççĕ. Çитес çултан вара ытти районсен хаçачĕсем те çак йĕркепе тухса тăрĕç. Çакă вăл укçа-тенкĕпе тỹрремĕн çыхăннă.

Пурнăç малалла шунă тата хăвăрт улшăнса пынă май, эпир те ĕçре çĕнĕлĕхсемпе усă курса ĕçлеме тăрăшатпăр. Пире социаллă сетьсенче курма пулать: Интернет уçлăхĕнчи Одноклассники, ВКонтакте, Инстаграм страницисенче пирĕнпе пĕрле пулма пултаратăр. Сăмах май каласан, Инстаграмра 2695 çын (подписчик) пирĕн ĕç-хĕлпе паллашса тăрать. Кашнийĕн shemurshavesti1932 адреспа кĕрсе унти хыпарсене вуласа пĕлме май пур.

Юратнă туссем! Хисеплĕ Шăмăрш ен çыннисем! Уяв çывхарса килнĕ май сире пурне те çирĕп сывлăх сунас килет, Çĕнĕ çул ыррине кăна илсе килтĕр, кашнин ĕмĕчĕ-тĕллевĕ çитес çулта пурнăçлантăр. Çапла пултăр!

Наталия Ильина, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru