"Ватти тăватта тăрать", - тенĕ ĕлĕкрен...

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-12-30 10:26:34 Версия для печати
Çулсем, çулсем, ăçта васкатăр? Эпир те çамрăк та хитре пулнă вĕт-ха тахçан, чупа-чупа, хавхаланса ĕçленĕ, уявсенче пĕрле савăннă... Сăмахăм ман _ редакципе типографи ветеранĕсем çинчен.

Нумай çул хушши редакци "тилхепине" тытса пынă Петр Фомина, ывăнма пĕлмесĕр, черетлĕ номер валли çĕнĕрен çĕнĕ материалсем шăрçаланă Иван Медведевпа Галина Иванована, типографи "кăмакине" пĕрре те сỹнме памасăр, вĕтĕ саспаллисене алăпа пуçтарнă, кайран хаçат валли тирпейлĕн вырнаçтарнă Галина Кирпичникована, Людмила Борисовапа Людмила Григорьевана, тăхланран саспалли шăратса кăларакан Елена Бараевана, унăн мăшăрне, хаçат çапакан техникăна юсаса тăнă Лев Бараева, эпир çырнă мĕнпур материала машинкăпа пичетлесе хăвăртрах çутта кăларма чунтан тăрăшнă Ольга Чуракована, укçа-тенке тирпейлĕ тыткалама вĕрентнĕ Лидия Ширшлинапа Наталья Михайлована, редакци çуртне çуса-тасатса тăнă Агафия Курносована Çĕнĕ çул ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх сунатăп. Çавăн пекех пирĕн ĕçчен те ырă кăмăллă коллективра маларах тăрăшнă Петр Морозов, Мария Ельцова, Елена Иванова тата ытти ветерансене те пуçăма тайса хисеп тăватăп.

Çĕнĕ çулпа, çĕнĕ телейпе, асран кайми юлташсем! Турă сывлăх парсан, Пичет кунĕнче пĕрле тĕл пуласчĕ-ха, 2022 çулта вара _ тăван хаçат 90 çул тултарнă ятпа _ кĕрекере ларса хамăр юратнă "Вĕç-вĕç, куккук..." юрра шăрантарасчĕ.

Чĕррисене ырлăх-сывлăх суннă май, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă юлташсене те ырăпа аса илер, вĕсем пирĕн йышра çуккишĕн пĕрле хурланар. 2020 çулта пиртен хисеплĕ тусăмăр Геннадий Смаев уйрăлса кайни _ çав тери пысăк çухату. Геннадий Семенович калаçни-шỹтлени, ахăлтатса кулни халĕ те редакцире янăраса тăнăн туйăнать. Маларах кăна-ха йывăр чире пула Владимир Михайлов, Василий Чураков, Елизавета Давыдова пиртен яланлăхах уйрăлчĕç. Шел, питех те шел вĕсен ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлнишĕн, ырă ячĕсем пирĕн чĕресенче упранĕç.

"Ватти тăватта тăрать", _ тенĕ ман халăх мĕн ĕлĕкрен. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ паянхи çамрăксене пурнăçри тата ĕçри йывăрлăхсене çĕнтерме хавхалантартăр. Хаçатăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр, кунта чунтан тăрăшса вăй хуракан Наталия Ильина тĕп редактор ертсе пынипе хастар коллектив ĕçре çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнỹсем тутăр. Юлашки вăхăтра район хаçачĕн сăн-сăпачĕ лайăхлансах-илемленсех пыни, паянхи кăткăс лару-тăрура та хаçат тиражĕ чакманни пичет ветеранĕсене чĕререн савăнтарать. Эппин, эпир акнă вăрлăх ахаль çухалман, уй-хирти ылтăн тыр-пул пек пысăк тухăçпа чун-чĕрене çĕклентерет.

Ив. Саландаев, пичет ветеранĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru