Хăравçă хоккейла вылямасть

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-12-15 11:41:34 Версия для печати
Хĕлле çитсен йĕлтĕрпе е конькипе ярăнма юратакансене кашни ялтах курма пулать. Спорта кăмăллакансем сивĕрех çанталăкра та пỹртре хупăнса лармаççĕ, сывлăхне тĕреклетес тĕлĕшпе йĕлтĕр йĕрĕ çине тухаççĕ е пăр çине васкаççĕ.

Васанти хоккей площадки те пĕр кун та пушă тăмасть. Каçхине те конькипе ярăнма пулать, мĕншĕн тесен катока çутăпа тивĕçтернĕ. Кунта ачасенчен пуçласа аслисем таранах пухăнаççĕ, вăйăсем ирттереççĕ. Тепĕр чухне спорта юратакан хастарсем кỹршĕллĕ ялсенчен те хоккей командисене чĕнсе илеççĕ, турнир йĕркелеççĕ.

Акă иртнĕ канмалли кунсенче Васанта чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ тесен те йăнăш мар. Районти хоккей вăййисене уçса турнир йĕркеленĕ. Командăсемшĕн пăр чăнах та "вĕри" пулнă, пурте çĕнтерỹшĕн тупăшнă. Хальхинче çĕнтерỹçĕ ята "Васан" команда тивĕçнĕ, иккĕмĕш вырăнта _ "Шăмăршă" команда, виççĕмĕш _ "Васан ветеранĕсем" команда.

Ю.ИЛЬИН, Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru