Те арçын, те хĕрача, паллама çук, тупата!

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-12-15 11:39:58 Версия для печати
Нумаях пулмасть сывлăха тĕрĕслеттерес тесе Шупашкар больницинче пулма тỹр килчĕ.Тĕп хула илемĕпе илĕртет пулин те, ял пурнăçĕ маншăн - чи лăпкă вырăн. Пĕр куна кайсан та хуларан хăвăртрах тухса тарас килет, кĕме йывăрланатăп хулана. Çапах та тухтăр каланă-тăк, итлемеллех!

Кирлĕ кабинетсене кĕрсе тухсассăн, анализ результачĕсене кĕтме больницăри пĕр пукан çине вырнаçрăм. Çумра ларакан арçын ачапа хĕрача ман пекех нушапа çỹреççĕ пулас. Анализсене кĕтсе лараканскерсем, вăхăта ирттерес тесе телефон çине тинкерсе лараççĕ. Вăхăт самаях иртрĕ темелле. Тухтăр çук та çук…

Пĕр сехет иртнĕ хыççăн тинех врач хатĕр анализ хучĕсемпе тухрĕ. "Карусева, акă сирĕн анализ", _ тесе тăсать хатĕр шурă хут листисене вăрăм çỹçлĕ хĕрача еннелле. "Эпĕ Карусева мар, эпĕ _ Шуркин", _ хуравларĕ кăнттамăн çак ача. Тухтăр арçын ачаран каçару ыйтса, çумра ларакан çỹçне кĕске кастарнă хĕрача еннелле хучĕсене тăсрĕ. Илемлĕ сăн-питлĕскер, тухтăра тав туса, ăшшăн кулса илчĕ. Тухтăр та сиксе тухнă пăтăрмахпа аванмарланнă пек пулса, сăмаха шỹтлесе пăрса ячĕ.

Çапла, тепĕр чух арçынпа хĕрачана пачах уйăрма çук. Аслă ăру çыннисемшĕн пушшех те ăнланмалла мар пулăм пек туйăнать ку. Эпĕ те ăнланмастăп "кутăн" çаврăннă пурнăçа. Хĕрарăма ĕмĕртен вăрăм çỹç илем кỹнĕ. Арçынна кĕске çỹçпе курма хăнăхнă. Самана улшăнса пынăçемĕн çын кăмăл-туйăмĕ те урăхланать-ши вара? Мĕн пулса иртет хальхи çамрăксемпе? Тен, Европăран килекен тĕрĕс мар пурнăç Раççей çĕршывне алла илесшĕн? Чуна пăшăрхантаракан ыйту паллах.

Çамрăксене йăлтах хурласа тăкас килмест. Тĕрлĕ енлĕн аталаннă ачасем те сахал мар. Анчах та вĕсен хушшинче питĕ тỹрккес çамрăксем те тĕл пулаççĕ. Ватăсене хисеплеменни куç кĕрет. Хирĕç тавлашса кỹрентерме те пăхаççĕ. Хамăр çамрăк ăрăва тĕрĕс мар воспитани панин "çимĕçне" куратпăр.

Нумай чухне "Сенкер экран" умне çемйипех кĕрсе ларатпăр, тĕрлĕ кино пăхса савăнатпăр. Сасартăк экран çине ачана сиен кỹрекен намăс ỹкерчĕк тухса тăрать. Ача шутлать: "Атте-анне савăнса пăхать-ха, апла пулсан унти пулăмсене ырлать". Пĕчĕк хĕр пĕрчине нумай хутчен телевизор патĕнчен хăваласа яратăп. "Эсĕ те куратăн вĕт, манăн юрамасть-и?", _ тесе хуравлать мана ача.

Вăл каланă хыççăн нумайччен шухăша путрăм. Чăнах та, ачасем тĕрлĕ тỹнтерле туйăма губка пек çăтаççĕ, эпир мĕн куратпăр, мĕн пирки калаçатпăр, йăлтах пиртен тĕслĕх илеççĕ.

Пурнăçа тĕрĕс пурăнса ирттересчĕ. Уйрăмах пирĕн хыççăн килекен ăру умĕнче яваплăх туймалла. "Мĕн акан _ çавă шăтать", _ тесе ахальтен каламаççĕ-çке ваттисем.

Н.Клементьева.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru