Выльăх-чĕрлĕх - картиш илемĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-12-08 10:50:59 Версия для печати
Юлашки вăхăтра ялта ĕне усракансем сахалланчĕç. Ĕлĕк çак выльăха килĕрен усранă пулсан, халĕ вара - урамра та пỹрнепе шутламалăх çеç юлчĕ. Мĕн кансĕрлет-ха хальхи вăхăтра ĕне тытма?

"Усранин усси сахал, выльăх çимине те укçалла туянмалла. Сĕт-çăва укçалла парса илсен йỹнĕрех ларать. Сĕт хакĕ те лавккари шыв хакĕ чухлĕ те çук", _ пăшăрханса калаçать ял халăхĕ. Пĕр шутласан, выльăх-чĕрлĕхе укçалла илсе çитермелле пулсан, çемье бюджетне тăкак кăна кỹрет.

Ĕлĕкхи вăхăта илес пулсассăн, ĕне усрама халăха çăмăлтарах пулнă. Колхоз çĕрĕ пушă выртман, выльăх усракансене йăлтах ял хуçалăхĕ тивĕçтерсе тăнă. Астăватăп-ха, çĕр пайĕшĕн те утă-улăм паратчĕç. Колхозсем саланнă хыççăн мăйракаллă шултăра выльăх тытма кансĕртерех пула пуçларĕ ял çыннине.

Нумай ачаллă çемье пулнăран, килте пĕр ĕне чунĕ те пулин тытма тăрăшатпăр. Çуллахи вăхăтра утă хатĕрлес ĕçе çемйипех кỹлĕнетпĕр. Пĕр ĕне кăна та, миçен тар тăкатпăр çак выльăхшăн! Ĕне _ çур пурнăç вăл. Картиш те ĕнепе илемлĕ. Ачасем валли сĕчĕ-çăвĕ, чăкăчĕ-тăпăрчи, яланах ал айĕнче. Ытлашшине предпринимателе сутатпăр. Хакĕ ытла та йỹнĕ пулнăран, ахаль парса янă пекех туйăнать хăш чух. Çавăнпа та сĕт-çу продуктне лавккана кайса илес вырăнне килте хатĕрлетĕп.

Килĕрен ĕне, сурăх усрани яла илем кỹнĕ. Ял вĕçĕнчен килекен кĕтỹ чуна хавхалантарнă, ыранхи кунра шанăç пулнă. "Вăрçă вăхăтĕнче выçăпа вилесрен ĕне хăтарса хăварнă çынсене", _ тетчĕ мана çур çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă хуняма.

Халĕ пурнăç урăхланчĕ, сĕт-çу продукчĕсене те лавккаран çеç туянатпăр. Анчах та лавккаран туяннă сĕт килти пек мар, унăн пачах урăхла тутă. Пахалăхĕ те шанчăклă мар. Ара, ăшă вырăнта ларсассăн та миçе кун пăсăлмасть вĕт! Тем янă ĕнтĕ унта: те порошок, те ытти ăпăр-тапăр...

Ĕне усрама йывăртарах пулнипе, качака усрасси йăлана кĕчĕ халĕ. Качака сĕчĕ питĕ сиплĕ, теççĕ тухтăрсем. Уйрăмах вар-хырăм чирĕпе аптăракансене ĕçме хушаççĕ. Ку выльăх валли апат та нумай кирлĕ мар.

Мĕнле йывăр пулсассăн та, чун тени ялан малалла пурăнасшăн ĕнтĕ. Пурнăçа апла-капла та çавăрса пăхкалатпăр, пурăнма хăтлă мелсем шыратпăр. Ачасен пурнăçĕ лайăх пултăр тесе тăрăшатпăр. Иртет ĕнтĕ çапла вăхăт. "Вăй-хăват пур чухне ĕçлесе, пурăнса юласчĕ", _ тетпĕр.

АВТОРТАН. Ĕç çинчен шутласа, "чун апачĕ" пирки те манар мар. Ăна "Шăмăршă хыпарĕ" хаçата вуласан тутанма пултаратăр.

Сăмах май, çитес çул хаçатра килти хушма хуçалăха аталантармашкăн усăллă сĕнỹсем те нумайрах пичетлеме палăртатпăр. Вулăр, çырăнса илĕр хаçата, хавхалантарĕ вăл сире пурнăçпа савăнма!

Н.Клементьева.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru