Тĕрĕ ăстисене пĕрле пуçтарĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-12-08 10:48:41 Версия для печати
Чăваш тĕррин кунне халалласа, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ концерт программи хатĕрленĕ, кун пирки Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пĕлтерет.

Çулçỹрев концерчĕпе тĕрлĕ района çитсе тĕрĕ ăстисене уйрăммăн чыслĕç. Пирĕн района вăл декабрĕн 17-мĕшĕнче килсе çитĕ, Шăмăршă тĕрĕçисене пĕрле пуçтарĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла, республикăра коронавируспа çыхăннă лару-тăрăва пула, мероприяти мĕн пур санитари требованийĕсене пурнăçланипе иртĕ. Маска тăхăнасси, дистанцие пăхăнасси çирĕп йĕркере пулĕ. Кунсăр пуçне курма килекенсен ỹт температурине тĕрĕслесе кĕртĕç.

Мероприятие чăваш тĕррине малалла сарас, çак ăсталăха çамрăк ăрăва явăçтарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Уяв 18.30 сехетре пуçланать.

Т.ДАВЫДОВА.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru