Уяв кăмăла çĕклетĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-12-08 10:44:29 Версия для печати
РАЙОН администрацийĕ Çĕнĕ çула хаваслăн та асра юлмалла кĕтсе илмелле пултăр тесе çынсем валли тĕрлĕрен конкурс йĕркелет. Ỹркенменнисем, хастаррисем, илеме чунпа туякансем унта хаваспах хутшăнаççĕ, хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне кăтартаççĕ.

Кашни çулах предприятсемпе учреждени-организаци таврашĕсене, лавккасемпе апатлану вырăнĕсене уяв сĕмĕ кĕртес енĕпе конкурс ирттереççĕ. Çак мероприятие пĕрисем тăрăшсах хатĕрленеççĕ, теприсемшĕн вара çакă пĕлтерĕшлех мар. Çакнашкаллисене çак пурнăçра нимĕн те интереслентермест, вĕсем нимĕнле ырă пулăма та шанмаççĕ, нимĕне те ĕненмеççĕ пулмалла. Çакна пулах нумай çыннăн кăмăл-туйăмĕ сỹрĕк те пусарăнчăк. Енчен те эпир хамăра хамăр хавхалантарма пĕлместпĕр пулсан ăçтан-ха уява савăнăçлă та асра юлмалла йĕркелесе ирттерме пултараятпăр?

Декабрь уйăхĕ хуçаланма пуçланнăранпа пĕр эрне те иртрĕ. Апла пулсан та ял урамĕсенче çынсем Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленни курăнмасть. Пỹрт умĕсенче те, чỹречесем çинче те гирляндăсен çути ялтăрамасть, вун-вун тĕспе çуталса кăмăла çĕклемест. Учрежденисемпе организацисен, лавккасен умĕсенче те хальлĕхе нимĕнле çĕнĕлĕх те курăнмасть. Гирлянда илсе çакасси, ĕç вырăнне илемлетесси йывăр ĕç мар, анчах çакна пурнăçлама хăшĕ-пĕрин алли çĕкленмест.

Юртан, пăртан та юмахри тĕрлĕ сăнара ăсталама пулать. Ку ĕçе пурнăçлама та нумай вăхăт кирлĕ мар, çынра фантази тата хастарлăх çеç пулмалла. Ĕç вырăнĕсенче вара çакнашкал çынсем пурах, кун пирки пĕрре те иккĕленмелли çук. Ĕçрен канмалла май пурте пĕрле пухăнса урама тухмалла та ушкăнпа ĕçе пикенмелле. Уçă сывлăшра кану та пулĕ, усăллă ĕç те пурнăçланĕ.

Пỹлĕмсене капăрлатни те çынна савăнăç кỹрет, ĕçлес туйăма вăйлăлатать. Теттесем ăсталаса чỹречесемпе алăксем çине вырнаçтарсан, маччана çирĕплетсен, чăрăш илемлетсе лартсан та çав тери лайăх пулĕччĕ.

Конкурссене йĕркелекенсен вара районти учрежденисемпе предприятисене çитсе унти лару-тăрупа паллашсах тăмалла пек туйăнать. Тепĕр чухне вĕсем конкурс пуласси пирки пĕлтереççĕ те лăпланаççĕ, мероприяти мĕнлерех пурнăçланнипе интересленмеççĕ, çынсемпе тĕл пулса вĕсен шухăш-кăмăлĕпе, сĕнĕвĕсемпе паллашмаççĕ. Улшăнусем тăвас тесен, çĕнĕлĕхсем пулччăр тесен хут çине çырса хушу кăларса ларни çителĕксĕр.

Çĕнĕ çула çутă ĕмĕтпе, пысăк хавхаланупа, савăнăçлă кăмăлпа кĕтсе илме хатĕрленер. Эпир тунă ĕçсем ыттисене хавхалантарччăр, вĕсенче ырă туйăм çуратчăр, вĕсене асамлăх парнелеччĕр.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2021

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru