Мĕншĕн хакламастпăр пурнăçа?

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-05-11 09:45:28 Версия для печати
ЭТЕМ ĕмĕрĕ вăрăм е кĕске пуласси нумай чухне çынран хăйĕнчен кăна - урăх никамран та, нимĕнрен те мар - килнине пурсăмăрăн та асра тытмалла. Сывлăха упрамастпăр, сиенлĕ йăласене ытлашшипех «юрататпăр», пурнăç хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмастпăр.
Акă, 2017 çулта районта тĕрлĕ сăлтавпа 233 çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Тен, хăшĕ-пĕри çак цифрăна питех хăрушă темĕ, анчах пĕр пысăках мар ял «леш тĕнчене» ăсанни чуна сехĕрлентермеллех. 2016 çулхипе танлаштарсан, 25 çын нумайрах вилни те пăшăрхантарать. Çав вăхăтрах ача чылай сахалрах çуралнă. Тĕплĕн тишкерсе тухни çакна кăтартать: районта юн çаврăнăшĕн тытăмĕн чирĕсемпе вилни нумай пулнă (70 çын). Иккĕмĕш вырăнта - нерв тытăмĕн чирĕсем пурнăçа туртса илни (43 çын). 31 çын вара тулашри сăлтавсемпе çут тĕнчепе сывпуллашнă. Çак сăлтавсен шутне 9 çын çакăнса вилнине (29 проц.), 6 çын хĕлле урамра шăнса хытнине (19,3 проц.), 1 çын кислота ĕçсе ăш-чиккине çунтарнине, 2 çын транспорт аварийĕнче вилмеллех суранланнине те кĕртмелле. Иртнĕ çул районта 67 вăй питти çын (мĕн пур вилнисен 28,7 проц.) пурнăçран уйрăлса кайнă, вĕсен 20,8 проценчĕ «тулашри сăлтавсемпе» ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.
2016 çулпа танлаштарсан, 2017 çулта Шăмăршă, Вырăс Чукал, Палтиел, Карапай Шăмăршă, Ярăслав, Хĕрлĕ Васан, Шамкай, Энтĕрьел, Хайпăла, Виçпỹрт Шăмăршă, Патирек, Пăчăрлă Пашьел ялĕсенче çынсем ытларах вилнĕ.
Çынсем вилессине чакарас, йывăр чирсене маларах тупса палăртас тĕллевпе анлă диспансеризаци ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çул районта 2200 çитĕннĕ çын сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленĕ, диспансеризаци 234 йывăр чир (çав шутра 5 онкологи чирĕ) тупма май панă.
Тухтăрсем сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнмалли пирки пин хут асăрхаттарсан та, районта эрех-сăра виçесĕр ĕçсе тата пирус-сигарет туртса пурнăçа кĕскетекенсем сахал мар-ха. 2017 çулта наркологи службинче «алкоголизм» диагнозпа 145 çын учетра тăнă. Çав шутра алкоголизм чирĕпе çĕнĕрен 5 çамрăка шута илнĕ. Çак списока кĕменнисем мĕн чухлĕ иккенне никам та татса калаймасть: нумай çын эрех-сăрасăр пурăнма та пултарайманнине йышăнасшăн мар, «савăнăçшăн, ыратакан чуна лăплантарма кăштах кăна ĕçетĕп», - тесе тỹрре тухасшăн. Çак «кăштах» тени çур литр е ытларах та виçеллĕ эрех-сăмакунпа танлашни вăрттăнлăх мар.
Пире çамрăк ăру пуласлăхĕ уйрăмах пăшăрхантармалла. 2017 çулта медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă ачасен 82,3 проценчĕ çеç начар мар сывлăхлă пулни палăрнă, вĕсен 33,9 процентне кăна «юман пек çирĕп сывлăхлă» теме пулать. Пушă вăхăта ытларах компьютер е телевизор умĕнче ирттернипе, уçă сывлăшра сахал пулнипе, физкультурăпа спорта кăмăлласах кайманнипе ачасене чир-чĕр çыпăçсах тăрать. 2017 çулхи медицинăн анлă тĕрĕслевĕ ачасен 18,9 проценчĕн куç чирĕсем пуррине кăтартса панă, 12,6 процентĕнче сывлав органĕсен чирĕсене тупса палăртнă.
Сывлăх хавшанипе ватă мар çынсемех тулли хăватпа ĕçлейми пулаççĕ. Çавна пулах иртнĕ çул районта тата 98 инвалид хутшăннă.
Çак йышра çамрăксем пысăк вырăн йышăнни хытă шухăшлаттарать. 2016 çулпа танлаштарсан, вăй хурса ĕçлемелли тапхăрта инвалида тухнисен йышĕ 10 процент ỹснĕ.
«И мĕн пуян, тăван, сывлăх пуян, сывлăх пулмасан ăçта каян?» - тесе каланă пире ваттисем. Çапла, пуянлăх чаплă кил-çуртра та, таврара çук илемлĕ «иномарка» туяннинче те мар. Сывлăх пĕтсен, хамăр çỹллĕш укçа купаланса выртсан та вилĕмрен хăтăлса юлаймăпăр. Сывлăха упрар, пуянлатар, хамăрăн ачасемпе мăнуксене те сывă пурнăç йĕркине мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарса пырар.
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru