Шут шăрçи алран кайман

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-11-20 13:45:35 Версия для печати
бух.jpg
Совет саманинче районти колхозсемпе совхозсем кĕрлесе кăна тăнă. Çынсем уй-хир бригадинче, фермăра, машинăпа трактор паркĕнче вăй хунă. Кашнийĕн валлиех ĕç тупăннă. Вĕсен ĕçне, тỹлевне вырăнти бухгалтерсем йĕркелесе пынă.

Çак сăн ỹкерчĕке 1986 çулта тунă. Районти колхозсемпе совхозсен экономисчĕсемпе бухгалтерĕсем районти патшалăх банкĕнче иртнĕ канашлу хыççăн асăнмалăх сăн ỹкерчĕк тутарнă. Вăл вăхăтра банк управляющийĕнче Валентина Андреевна Краснова тăрăшнă. Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Раççейри бухгалтер кунĕ пулнă май çак тытăмра ĕçленĕ, халĕ ĕçлекенсене уяв ячĕпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу сунатпăр.

М.АЛЕКСАНДРОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru