Салам сана, хĕвеллĕ çур аки!

Категория: Публикации Опубликовано: 2018-05-11 09:40:59 Версия для печати
интервью.jpg
ПУÇЛАНЧĔ! Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсен уй-хирĕнче çурхи ака-суха ĕçĕсем вăй илчĕç. Хĕл хута каннă çĕр-анне ылтăн пĕрчĕсене ачашшăн та тирпейлĕн йышăнать, хир трактор кĕрлевĕпе тата тăри юррипе янăраса кăна тăрать.
Çĕнтерỹ уявĕ умĕн эпир Палтиел, Патирек тата Чаткас тăрăхĕнчи хуçалăхсенче пултăмăр. Анат Чаткасри Андрей Юнкеров фермер урпа акнине курса савăнтăмăр. Валерий Ложкинпа Николай Брусов сеяльщиксем те вăр-вар. Вăрлăха Дмитрий Юнкеров автомашинăпа турттарса тăрать. Çĕр хатĕрленĕ çĕрте Эдуард Мутов ДТ-75М тракторпа хастар ĕçлет.
- Ыран çĕр улми лартма тухатпăр,- пĕлтерчĕ фермер. - «Иккĕмĕш çăкăр» валли 25 гектар чи лайăх çĕр уйăртăмăр. Çак культура çав тери тупăшлă: иртнĕ çул çĕр улми сутса икĕ автомашина туянма пултартăм.
Елена Пондякова фермер хуçалăхĕнче Петр Воробьевпа Валерий Васильев механизаторсем урпа акаççĕ. Петр Данилович хĕрĕх çула яхăн уй-хирте, кашни çур акинех пысăк хавхаланупа кĕтсе илет. Хастар ĕçшĕн 2017 çулта унăн сăн ỹкерчĕкне районти Хисеп хăми çине те кĕртнĕччĕ.
Патирекпе Палтиелĕнче çурхи ĕçсем пуçланаççĕ кăна-ха. «Искра» СХПКра çунтармалли-сĕрмели материалсем çукпа пĕрех, «Мир» ЗАОра минерал удобренийĕ сахал. Çураки васкатать, мĕн çитменнине паянах тупса уй-хир ĕçĕсене хăвăртлатмалла. Хĕвелпеçилпе çĕр хăвăрт типет, нỹрĕк çухалать. Акана кана-кана ирттерсен, кĕркунне пỹлмесем пушах пулмĕç-и?
Ив.САЛАНДАЕВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2018

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru