Ваттисен сӑмахӗсем

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-11-20 13:34:18 Версия для печати
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Усал арҫынпа ырӑ хӗрарӑм та усала тухать, ырӑ арҫын ҫинче усал хӗрарӑм та ырах пулать.

ххх

Ырра майлӑ пул, усала тӳртӗн пул теҫҫӗ.

ххх

Ырра ӗмӗтленни — ҫур телей, ӗмӗт пурнӑҫланни — чӑн телей.

ххх

Ырӑ ут та такӑнать, ырӑ ҫын та йӑнӑшать.

ххх

Ырӑ чечек шӑршинчен паллӑ, ырӑ этем ӗҫӗнчен паллӑ.

ххх

Ырӑ ҫынпа ҫула тухсан ҫул иртнине сисместӗн теҫҫӗ.

ххх

Ырӑ ҫыннӑн ҫилли катан пир типиччен иртет, усал ҫыннӑн ҫилли ҫитмӗл ҫула пырать.

ххх

Ырӑ ҫын мӑйӑр пек: хуппи хытӑ, тӗшши ҫемҫе.

ххх

Ыр сунакан ыр курӗ, хур тӑвакан хур курӗ.

ххх
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru