Ăслăрах шухăшламалла

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-11-20 13:32:54 Версия для печати
чебурашка.jpg
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Пуплев ача аталанăвĕнче питĕ пысăк вырăн йышăнать, çавăнпа шкулчченхи ỹсĕмри ачасене вĕрентес, ăс парас ĕçре пуплеве аталантарасси тĕп задачăсен шутне кĕрет.

Пуплев аталанăвĕсĕр ача хăйĕн шухăшне нихăçан та тĕрĕс те çирĕппĕн палăртма вĕренеймест. Сăмах ачана çынсен тĕнчине кĕме çул уçать, ăна ăнланса илме, унта хăй вырăнне тупма пулăшать. Чĕлхепе аван усă куракан ача хăйĕн пултарулăхне, хăй вăл тĕнчере ыттисенчен уйрăм çын пулнине ăнланса илет, общество пурнăçне те активлă хутшăнма хатĕрленет. Ыттисемпе хутшăнассинче вара пуплев пĕчĕк ачашăн тĕп май пулса тăрать. Чĕлхе пулăшнипех вăл хăйне тĕрлĕ лару-тăрура тĕрĕс тытма вĕренсе пырать. Сăмах пулăшнипех вăл йĕри-таврари япаласемпе, хатĕрсемпе, пулăмсемпе паллашать, унăн шухăшлавĕ те аталанса пырать. Çапла вара ачан аталану никĕсĕ йĕркеленет.

Пĕчĕк ачана ăнăçлă вĕрентсе ăс-тăн парасси чи малтан вăл хăйĕн тăван чĕлхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен пуçланать. Тăван чĕлхепе калаçнă май ача харпăр хăй халăхĕн культурине ăша хывать, ăс-хакăлĕпе паллашать, тăван ен историне те пĕлме пуçлать. Çакă пĕтĕмпех анлă тавракурăмлă, ăслă-тăнлă та хисеплĕ, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă çыннăн пуçламăшĕ шутланать те. Çавăнпа та чăвашла калаçакан ашшĕ-амăшĕн ачисемпе чăвашлах калаçмалла тесшĕн эпĕ. Вырăс е ытти чĕлхене хамăр тăван чĕлхене вĕреннĕ хыççăн вĕренме те, хăнăхма та çăмăлрах пулать. Çапла вара аслисен те ăслăрах шухăшламалла, ачасене чи малтанах тăван чĕлхене, тăван халăха хисеплеме вĕрентмелле.

И.ИЛЬИНА, "Чебурашка" ача сачĕн воспитателĕ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru