Çынсене пулăшмалли лайăх меслет

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-11-20 13:30:15 Версия для печати
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Олег Николаев граждансене социаллă контрактсем урлă пулăшма чĕнсе каланă.

Чăваш Енре çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 351 миллион тенкĕлĕх 4900 социаллă контракт çырнă. Кун пирки регионăн ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ.

Социаллă контракт çырса граждансене пулăшма республикăна уйăрса панă тата тепĕр 25 миллион тенке яхăн пур.

"Çулталăк вĕçлениччен вăхăт нумай юлмарĕ, çавăнпа та хуласемпе районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсене вырăнсенче социаллă контрактсем çырассинче пулăшу кỹме ыйтатăп. Ку вăл çынсене харпăр хăйĕн ĕçне аталантарма пулăшни пулать: çынна е уйрăм предприниматель ĕçне тытăнма, е харпăр хăй тĕллĕн ĕçлĕ пулма май парать", _ палăртнă министр.

Олег Николаев муниципалитетсенче çак ĕç çынсене пулăшмалли майсенчен пĕри пулнине ăнланса тимлеме каланă. Социаллă контракт тăрăх пулăшу илни çынсене йывăрлăхран тухма май панине аса илтернĕ.

"Ку питĕ лайăх меслет. Укçи пур. Çавăнпа та ку ĕçе пурнăçласа айтăр-ха йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшар", _ çапла палăртнă регион ертỹçи хăйĕн сăмахĕнче.

Социаллă контракта пурăнмалли минимумран пĕчĕкрех тупăшлă çынсемпе çыраççĕ. 2020 çулта Чăваш Ен 21 регион йышĕнче социаллă контрактсене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен пилот регионĕ шутланать. 2021 çултанпа ку ĕçпе федерацин ытти пур субъектĕнче те тимлеме тытăнмалла. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен пурĕ 26,3 млрд тенкĕ уйăрма пăхнă.

Маларах Раççей ĕç министрĕ Антон Котяков РФ Президентне Владимир Путина туса панă докладра Чăваш Ене те социаллă контрактсемпе ăнăçлă ĕçлекен регонсен йышĕнче палăртса хăварнă.

Шăмăршă районĕнчи социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Надежда Федорова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ноябрĕн 19-мĕшĕ тĕлне районта пурĕ 47 социаллă контракт çырнă.

Н.Николаева.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru