Пособи тỹлеме - хушма укçа

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-11-20 13:27:58 Версия для печати
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

РФ премьер-министрĕ Михаил Мишустин 3 çултан тытăнса 7 çулчченхи ачасемшĕн пособи тỹлеме 62 миллиард тенке яхăн уйăрасси пирки калакан йышăнăва алă пуснă. Кун пирки Раççей правительствин пресс-служби хыпарлать.

Çак укçана регионсене асăннă пособие тỹлесе тăма уйăрса парĕç. Тỹлев сумми регионти ачан пурăнма кирлĕ минимумĕн 50 проценчĕпе танлашать, çавăнпа та регионсенчи пособи виçи тĕрлĕрен. Раççейĕпе вăтамран вăл уйăхне 5,5 пин тенкĕпе танлашать.

Ноябрĕн 12-мĕшĕнче правительство ларăвĕнче Михаил Мишустин асăннă тăрăх, çемьери виçĕ çултан тытăнса çичĕ çулчченхи ачасемшĕн пособи тỹлеме кăçал пĕтĕмĕшле уйăракан укçа-тенкĕ 123 миллиард тенкĕпе танлашать.

ТАСС.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru