Пурлăх прависем ачасен те пур

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-11-20 11:52:40 Версия для печати
Абрамов нотариус.jpg
"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Юлашки çулсенче пирĕн пурин те пурлăхпа çыхăннă тĕрлĕ ĕç сахал мар тума тивет: регистраци, приватизаци тата ытти те. Çакна май ашшĕ-амăшĕ ачасен прависене пĕлменни те сайра хутра мар тĕл пулать. Ачасен прависем пирки эпир иртнĕ номерсенчех калаçма пуçланăччĕ. Паян вара калаçăва Шăмăршă районĕн нотариусне Станислав Абрамова чĕнтĕмĕр.

_ Станислав Иванович, сирĕн пата ачасен прависемпе çыхăннă мĕнле ыйтусемпе тата камсем ытларах килеççĕ?

_ Каламалла, кашни ачан ỹт-пỹ, ăс-тăн, кăмăл-сипет тата социаллă енпе йĕркеллĕ аталанма май паракан пурнăç шайĕ валли право пур. Ку вара укçа-тенкĕпе çыхăннă тăкаксемсĕр пулмасть. Ачана аталанма кирлĕ уловисене ашшĕ-амăшĕн туса памалла. Çакна май ĕнтĕ пирĕн пата та ыйтусемпе килекен сахал мар. Ачасем тĕлĕшпе илес пулсан, ытларах пурлăх ыйтăвĕпе килеççĕ, юлашки вăхăтра еткерлĕх ыйтăвĕпе те. Ашшĕ-амăшĕ те, ачана усрава е опекăна илнисем те килеççĕ _ кирек камăн пурнăçĕнче те çакăн пек ыйтусем пулаççĕ.

_ Ачан пурлăхра кирек мĕнле япала та пулма пултарать-и? Вăл мĕнле майпа пурлăх хуçи пулса тăрать?

_ Ачан харпăрлăхĕнче РФ Гражданла кодексăн 213 статйинче палăртнипе килĕшỹллĕн пурлăхăн хăш-пĕр енĕсемсĕр пуçне (сăмахран, хĕç-пăшал) тĕрлĕ пурлăх пулма пултарать. Ку шутра _ парнеленĕ е еткерлĕхпе тивĕçнĕ япала кăна мар, хăй илнĕ тупăш та, ачан укçи-тенкипе туяннă пурлăх та. Ашшĕ-амăшĕ илсе тăракан алимент, пенси тата пособи те ачан харпăрлăхĕ шутланать.

Ача саккунлă ытти мелпе те пурлăх хуçи пулса тăма пултарать.

_ Тĕслĕхрен?

_ Тĕслĕхрен, çурт-йĕре приватизациленипе (патшалăхăн е муниципалитетăн пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчи çын пурăнакан çурта тỹлевсĕр майпа харпăрлăха пани) пурлăх хуçи пулса тăма пултарать. Çапла майпа çул çитмен ача хăй кăна пурăнакан пурăнмалли çурт-йĕрĕ унăн харпăрлăхне куçать. Çакна валли, ача 14 çул тултарман ỹсĕмре пулсан, ашшĕ-амăшĕнчен (усрава илнисенчен) е опекунсенчен заявлени, опекăпа попечительство органĕ ирĕк пани кирлĕ.

_ 14 çултан аслăраххисен вара харпăрлăх правине йĕркелеме мĕн кирлĕ?

_ 14 çултан пуçласа 18 çулчченхисен хăйсем кăна пурăнакан çурт-йĕре харпăрлăха куçарма вĕсем çырнă заявлени кирлĕ. Унта вĕсен ашшĕ-амăшĕ (усрава илнисем) е попечительсем, опекăпа попечительство органĕ килĕшнине палăртмалла.

Ашшĕ-амăшĕсĕр е вĕсен хỹтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачасем хăйсем кăна пурăнма юлнă çурт-йĕре вĕсен харпăрлăхне куçарассипе вĕсене опекăна е усрава илекенсем килĕшĕве малтанхи виçĕ уйăхра тума тивĕç. Ку ĕçе пурнăçланă чух, паллах, опекăпа попечительство органĕсемпе çыхăнмалла.

_ Сирĕн хуравсенчен ача 14 çул тултарни хăйне май чикĕ пулса тăни палăрать. Çак ỹсĕме çитмен ачасем хăйсем тĕллĕн пурлăхпа çыхăннă мĕнле ĕçсем тума пултараççĕ-ха?

_ Ку ыйтăва РФ Гражданла кодексăн 26 тата 28 статйисенче уçăмлатнă. Унта çирĕплетнипе килĕшỹллĕн 14 çул тултарманнисем çак ĕçсене пурнăçлама пултараççĕ: йăлара кунсерен кирлисене _ апат-çимĕç, шкул хатĕрĕсем туянасси тата ыт.т., каялла тавăрса памалла мар тупăшпа çыхăннисене, патшалăх е нотариус регистрацилени кирлĕ мар пулсан (парнеленĕ компьютера, тумтире йышăнасси тата ыт. т.), ашшĕ-амăшĕ килĕшнипе ытти çынсенчен парне илме пултарасси (ют çынсем ачана укçа унăн ашшĕ-амăшĕ килĕшсен кăна пама пултараççĕ).

Пурлăхпа çыхăннă ытти пур ĕçе те ачасем ячĕпе ашшĕ-амăшĕ (саккунлă представителĕ) çеç пурнăçлама пултарать. Анчах та саккунпа чикĕленине шута хумалла. Сăмахран, ашшĕ-амăшĕ ача ячĕпе тата ача шучĕпе 3000 тенкĕрен хаклăрах парнесем пама пултараймасть.

_ Станислав Иванович, 14-18 çулхисен вара пурлăх тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пурнăçлама право пур?

_ Гражданла кодексăн 26 статйи патнех таврăнар. Унпа килĕшỹллĕн 14-18 çулхисем 14 çулчченхисем пурнăçлама пултаракан ĕçсене пурнăçлама, кунсăр пуçне хăйсен ĕç укçипе, стипендийĕпе е урăх тупăшпа усă курма пултараççĕ. Анчах та суд ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представителĕсем ыйтнипе саккунпа килĕшỹллĕн çак ирĕке чикĕлеме те пултарать.

Асăннă ỹсĕмри çул çитмен ачасем наука, литература е искусство произведенийĕсен, изобретенисен тата саккунпа хỹтĕлекен ăс-тăнпа çыхăннă ытти ĕç результачĕн автор правипе усă курма пултараççĕ.

Çавăн пекех вĕсен кредит учрежденийĕсене укçа-тенкĕ хывма тата унпа усă курма право пур. 16 çул тултарнăранпа ачасен кредит кооперативĕн членĕсем пулма ирĕк пур. Ытти ĕçсене вĕсем ашшĕ-амăшĕ е саккунлă представителĕсем çырса çирĕплетнĕ килĕшỹ тăрăх кăна пурнăçлама пултараççĕ.

14 çулчченхи ачасемпе танлаштарасан, РФ Гражданла кодексĕн 26 статйинче палăртнă тăрăх, вĕсем пурлăх яваплăхне те хăйсемех тытаççĕ.

_ Ашшĕ-амăшĕн ачасен пурлăхĕпе усă курса пĕр-пĕр ĕç пурнăçлассинче мĕн пĕлмелле?

_ Ку йĕркене те Гражданла кодексра çирĕплетнĕ. Унта çирĕплетнипе опекăпа попечительство органĕсем ирĕк памасăр пĕчĕк ачасен (14 çулчченхисем) ашшĕ-амăшĕ ачасен пурлăхне пырса тивекен ĕçе пурнăçлама пултараймасть, аслăрах ачасен ашшĕ-амăшĕ пурлăхпа çыхăннă ĕç-пуç ачасен пурлăх калăпăшне пĕчĕклетет е пачах та ачана пурлăх прависĕр хăварать пулсан (сăмахран, хваттер ылмаштарни, ăна арендăна пани тата ытти те), ăна тума пултараймаççĕ. Çакăн пирки асăннă кодексăн 37-мĕш статйинче палăртса хăварнă. Опекăпа попечительство органĕсен килĕшĕвĕ приватизациленĕ çурт-йĕре сутас-туянас тата ытти ĕç пурнăçланă чухне, ача пурлăх хуçи мар пулсан та, кирлĕ. Ача хальхи вăхăтра приватизациленĕ çуртра пурăнмасть пулсан та, анчах та ăна приватизациленĕ чух унта пурăннă пулсан, çак йĕркене пăхăнмалла. Пурлăхпа туса ирттернĕ ĕç хыççăнхи тупăшăн пайне те саккунпа килĕшỹллĕн ашшĕ-амăшĕн е саккунлă представителĕн ачан счечĕ çине куçармалла.

_ Тĕплĕ хуравсемшĕн тавтапуç. Паянхи калаçура пирĕн вулакансем çĕннине сахал мар пĕлчĕç пулĕ тесе шутлатăп.

Н.Николаева.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru