Кашни ыйту - тимлĕхре

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-11-17 15:52:18 Версия для печати
РАЙОН администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов ял тăрăхĕсен тата район администрацийĕн пай пуçлăхĕсемпе, организацисемпе предприятисен ертỹçисемпе кашни эрнерех канашлу ирттерет. Унта иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетеççĕ, малашнехи плансене палăртаççĕ.

Çивĕч ыйтусенчен пĕри _ коронавирус сарăлассине чарса лартасси. Районти мобильлĕ ушкăн кашни кунах суту-илỹ точкисене тĕрĕслет, çынсем маска тапхăрне мĕнле пăхăннине сăнать, профилактика ĕçĕсем йĕркелет. Çавăнпа та пурин те общество вырăнĕсенче маска тăхăнмалла, ĕç вырăнĕсенче тăтăш дезинфекци тумалла, аслă çултисен килтен тухса çỹрессинчен тытăнса тăмалла.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшăвĕ илнĕшĕн тỹлемелли çинчен хăшĕ-пĕри манать. Çакă нумай йывăрлăх патне илсе пырать. Çавăнпа та çынсен тỹлевсене вăхăтра тумалла.

Районти çынсене шывпа тивĕçтерессине те тимлĕхрен вĕçертмеççĕ. Ял тăрăхĕсенчи башньăсене реконструкцилесси, юсаса çĕнетесси малаллах пырать.

Çанталăк улшăннă май çулсене йĕркелĕхре тытмалла. Çул-йĕр çинче йывăрлăхсем сиксе ан тухччăр тесен вĕсене пăхсах, тасатсах тăмалла. Аварисем ан пулччăр тесен асфальтлă çул пăрпа витĕн-сен ăна ятарлă хутăшпа сапса тухмалла.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru