Эмелсемпе тỹлевсĕр тивĕçтерĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-11-10 10:09:47 Версия для печати
Раççей Федерацийĕн премьер-министрĕ Михаил Мишустин регионсене 5 миллиард ытла тенкĕ уйăрса парасси çинчен калакан хушăва алă пуснă. Çак укçа-тенке коронавируспа чирлисене, амбулатори мелĕпе сипленекеннисене, эмелпе тỹлевсĕр тивĕçтерме усă курмалла.

Сăмах килте сипленекен çынсем пирки пырать. Хушура палăртнă тăрăх, чире çăмăлраххăн ирттерсе яма сиплевпе палăртнă эмелсене врач рецепчĕ тăрăх тỹлевсĕр тивĕçтерĕç.

Министрсен Кабинечĕн сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, РФ Сывлăх сыхлав министерствин çак укçана мĕнле расхутлани пирки 2021 çулти февралĕн 1-мĕшĕччен отчет тумалла пулĕ.

ТАСС.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru