МАТТУР çав Карапай Шăмăршă ачисемпе çамрăкĕсем: çитĕнỹсемпе, çĕнтерỹсемпе савăнтарсах тăраççĕ. Таçта та çитеççĕ, тĕрлĕ мероприятисемпе конкурссене, ăмăртусемпе тупăшусене хутшăнаççĕ, хăйсене яланах лайăх енчен кăна кăтартаççĕ.
Хальхинче республикăра иртнĕ çамрăксен çар умĕнхи физкультура хатĕрленĕвĕн смотрĕнче шкул ачисем хушшинче Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн вĕренекенĕ Татьяна Елисеева палăрнă. Ăмăртура хĕрсен тăватă упражнени тума тивнĕ: отжимани, скакалкăпа сикесси, кĕлеткене çĕклесси, чупасси. Çаксене пурне те ăнăçлă пурнăçласа Татьяна пĕрремĕш вырăна тухнă, çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.
Т.СТЕПАНОВА.