Çирĕп йĕрке - тăнăç пурнăç

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-11-10 09:26:10 Версия для печати
ПОЛИЦИЯ ФОТО.jpg
ЙĔРКЕ хуралĕнче вăй хуракансен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Вĕсен ир те, каç та çынсен лăпкăлăхĕшĕн тăрăшмалла, саккуна пăсакансемпе кĕрешмелле, ирсĕрсемпе пуçтахсене тытса чармалла, явап тыттармалла. Çав вăхăтрах профилактика ĕçĕсене те йĕркелесе пымалла, çынсемпе тĕл пулусем ирттермелле.

Юлашки çулсенче районти полици уйрăмĕн ĕçченĕсен йышĕ, Патăрьелĕнчи полици уйрăмĕпе пĕрлештернĕ хыççăн, самаях пĕчĕкленчĕ. Апла пулсан та вĕсен ĕç калăпăшĕ чакман, тивĕçĕсем улшăнман. Çаплипех вĕсем хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçлаççĕ, районти йĕркелĕхе тытса тăраççĕ.

Хальхи вăхăтра районти полици уйрăмĕн пуçлăхĕ _ Ролан Идрисов. Унăн заместителĕсенче Александр Никитин, Ленар Залалтдинов тăрăшаççĕ. Йĕркелĕхпе çыхăннă ыйтусене тỹрремĕнех çак çынсен татса пама тивет. Н.Коннов, С.Силюков, Д.Лепешкин, Д.Сейфуллин, А.Герасимов участковăйсен пархатарлă ĕçĕ пирки те асра тытмалла. Вĕсен те вун-вун ыйту татса памалла, хăйсене уйăрса панă участоксенче йĕрке тытса тăрассишĕн ырми-канми тăрăшмалла, çынсене преступлени çулĕ çине тăрасран асăрхаттарсах тăмалла, "кукăр çул" çине тăнисене тупса палăртмалла. Дежурнăй чаçра ларакансен те пĕрре те тимлĕхе çухатмалла мар, яланах сыхă пулмалла. Водительсен те хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламалла, автомашинăсене яланах юсавлă тытмалла, вăхăтра кирлĕ çĕре çитмелле. Уйрăмри чипер хĕрарăмсем те арçын полици ĕçченĕсемпе пĕр тан кăткăс та хăйне евĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ, кашниех йĕркене тытса пырассипе тимлеççĕ.

Хисеплĕ полици ĕçченĕсем, çак тытăмра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем, сире пурне те профессиллĕ уяв ячĕпе саламлатпăр. Сывлăхăрсем çирĕп, кун-çулăр телейлĕ, ĕçĕр-хĕлĕр ăнăçлă пултăр.

А.МИХАЙЛОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2023

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru