Кайăк грипĕ _ тискер кайăксемпе килти кайăк-кĕшĕке пырса тивекен вируслă чир. Чир пуçламăшĕ _ унпа чирлекен кайăк чирлĕ кайăк-кĕшĕкпе е сывлăш, е апат-çимĕç урлă чирлесе ирттернĕ кайăксемпе, чăх-чĕппе пĕрле пулни.
Чăх-чĕпе, хур-кăвакала кайăк грипĕпе чирлессинчен сыхлас тĕлĕшпе кашнийĕнех çакна асра тытмалла:
_ кайăк-кĕшĕке чăх-чĕп фабрикисенче е килти хушма хуçалăхра уçă е хупă çĕрте тытнă чухне те ветеринарипе санитари правилисене çирĕп пăхăнмалла;
_ вĕçен кайăксем ушкăн-ушкăн вĕçсе кайнă вăхăтра килти хушма хуçалăхсенче те чăх-чĕпе ытларах витере тытма тăрăшмалла, вĕсене пачах та урама кăлармалла мар.
Шăпах тискер кайăксен миграцийĕ чир-чĕр тухассине витĕм кỹрет те. Астăватăр пулĕ, 2016 çултан пуçласа 2018 çулччен Раççейре кайăксен грипне пула 6 миллион ытла кайăк-кĕшĕке пĕтернĕ, темиçе фабрика панкрута тухнă.
Мĕншĕн тепĕр хут аса илтертĕмĕр-ха кун пирки? Юлашки вăхăтра кайăк-кĕшĕк чирне пирĕн районпа кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел, Пăва районĕсенче тупса палăртнă. Çакă çынсене шухăшлаттармаллах.
Кайăк-кĕшĕк туянакансене çакна асăрхаттарса калас килет. Чăх-чĕп е хур-кăвакал туяннă чухне сутуçăран ветеринари службинчен илнĕ ятарлă документ ыйтма манса ан кайăр. Енчен те çакнашкал хутпа сире паллаштараймарĕç пулсан, чăх-чĕп туянма ан васкăр. Тен, шăпах, эсир туянма шутланă кайăк-кĕшĕкĕн мĕнле те пулсан чир-чĕр палли пур.
Кайăк-кĕшĕкпе пасарта палăртнă вырăнта кăна суту-илỹ тума юрать. Вăл вырăн _ "Шăмăршăри сельхозтехника" предприяти пулнă территори. Анчах хальхи вăхăтра унта суту-илỹ пымасть. Çул хĕррисенче е урăх вырăнта суту-илỹ тума юрамасть. Çакă çынсене те хăйсене ерекен чиртен сыхланма май парать. Машинăпа яла сутма килекенсенчен те кайăк-кĕшĕк туянма тăрăшмалла мар. Хăвăр килĕрти кайăк-кĕшĕке чир ертес мар тесен специалистсем каланине асра тытмалла.
Вăхăтра чăх-чĕпе прививка туни чиртен сыхласа хăварма май парать. Тепĕр сĕнỹ те парас килет. Хуçалăх çĕнĕ чăх-чĕппе, хур-кăвакалпа пуянланчĕ пулсан, ялти ветеринари службин ĕçченĕпе тĕл пулса канашласан ытлашши пулмĕ. Вĕсем сире яланах ырă сĕнỹ парса пулăшма хатĕр.
Сунарçăсен сунартан таврăнсан çăвăнса тасалмалли çинчен манса каймалла мар. Тытнă кайăк-кĕшĕке вырăнтах тарпейлесе тасатсан вырăнлăрах. Тĕкне, каяшне çавăнтах çунтарса ямалла. Унăн каяшĕпе килти чĕрчуна апатлантарма юрамасть. Йыттăн пит-сăмсине, урисене лайăх çуса тасатса, шăлса типĕтмелле. Çынра чир палли палăрчĕ пулсан, тăхтаса тăмасăр, киле тухтăра чĕнмелле.
Сăмах май çакна та каласа хăварни ытлашши мар, выльăх-чĕрлĕх туянас шухăшлисен сутаканран ветеринари службинчен илнĕ пăру-вăкăр сыввине ĕнентерекен документ ыйтма именсе тăмалла мар. Кайран "чавса çывăх та çыртма çук" каларăш пуçран пырса ан çаптăр. Суту-илỹ тăвакансем халĕ çынсене çăмăллăнах улталама пултараççĕ. Пирĕн вара çав серепене лекессинчен сыхланмалла.
Ю.МАТВЕЕВ.