Тĕп хÿтĕлев вăл – çирĕп те туслă çемье

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-10-30 10:41:40 Версия для печати

"Ырă кăмăл - пурин валли те" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.


Паянхи кун çамрăк ăрăва мĕнрен хÿтĕлемелле-ха? Шăпах çак ыйту çине эпир ачасене хăйсене хурав пама ыйтрăмăр.

Ангелина, 10 çулта:


_ Ман шутпа ачасене алкогольтен, наркотиксенчен сыхламалла, мĕншĕн тесен вĕсем сывлăхшăн питĕ сиенлĕ. Унсăр пуçне çамрăк организм çак сиенлĕ япаласем патне питĕ хăвăрт хăнăхать. Наркотикпа тата алкогольпе усă куракан çынсем час-часах чирлеççĕ, вилекеннисем те пур. Ачасем гаджетсемпе тата телефонсемпе нумай выляççĕ, тĕнче уçлăхĕнчи тĕрлĕ хăрушă сайтсене (экстремизмла, ачасене вилĕм патне илсе çитерекен сайтсем) кĕреççĕ. Унсăр пуçне ачасене ăс-тăн енчен сывă мар çынсенчен хÿтĕлемелле. Вĕсенчен тем те кĕтме пулать. Çавăн пекех ачасене те, аслисене те террористсенчен хÿтĕлемелле.


Александр, 16 çулта, студент:


_ Халĕ пушă, никама та кирлĕ мар хуралтăсем, çÿп-çап тултарса хунă шăтăк-путăк нумай. Вĕсем ачасен умне чăннипех те хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Çÿп-çап тăкнă путăксенче тĕрлĕ чир-чĕр çаклатасси питĕ ансат. Заводсемпе фабрикăсен ĕçĕ-хĕлĕ хыççăн тухакан тĕтĕм-сĕрĕм çыннăн пурнăçне кĕскетет. Çавăнпа та экологи ыйтăвĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла.


Виктор, 14 çулта:


_ Ачасене хĕсĕрленинчен (насилие) хÿтĕлемелле. Тĕслĕхрен, шкулта аслă классенче вĕренекенсем кĕçĕн классенчи ачасене кÿрентерме пăхаççĕ. Çавăн пекех ачасемпе аслисене çул-йĕр правилисене пăхăнман водительсенчен хÿтĕлемелле. Вĕсем çынсен сывлăхне тата пурнăçне пысăк хăрушлăха кĕртсе ÿкереççĕ.


Анна‚ 12 çулта:


_ Ман шутпа, ачасене инкекрен сыхламалла. Унсăр пуçне атте-аннесем хăйсен тĕпренчĕкĕсене сиенлĕ йăласенчен‚ пăлханмалли лару-тăрури пуçпа шухăшламан ĕçсенчен‚ урамăн сиенлĕ витĕмĕнчен‚ наркотикпа алкоголизм авăрне лекессинчен хÿтĕлемелле. Кирек хăш сиенлĕхрен те‚ хăрушлăхран та хÿтĕлев пурри çинчен те манмалла мар. Тĕп хÿтĕлев вăл – çирĕп те туслă çемье. Унта çеç ача пулăшу‚ ăнлану тата сĕнÿ-канаш илме пултарать. Çакна аслисен яланах асра тытмалла.


Эвелина, 11 çулта:


_ Пире никамран та, нимрен те хÿтĕлемелле мар. Аттепе аннен ăшă çуначĕсем айĕнче лăпкă та канлĕ. Вĕсем пире яланах пулăшса пыраççĕ, тĕрлĕ инкек-синкекрен хÿтĕлеççĕ. Пирĕн те вĕсене май пур таран пулăшас, савăнтарас килет. Тĕнчере яланах мир пултăр, кашни ачан пичĕ çинче савăнăçлă кулă вылятăр. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене ырă кăмăллă та тарават пулма, аслисене хисеплеме, кĕçĕн çулхи ачасене кÿрентерме юраманни пирки, кирлĕ чухне пулăшма вĕрентмелле. Мӗн пур ачана Тӑван ҫӗршыва чунтан юратма, телейпе савӑнӑҫ, сывлӑх тата пӗр-пӗрне ӑнланма сунатпăр.


Н.ИЛЬИНА хатӗрленӗ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru