Хут е электронлă ĕç кĕнеки?

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-10-23 14:26:11 Версия для печати
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре электронлă ĕç кĕнекисем вăя кĕчĕç.

Çĕнĕ меслетпе Чăваш Енре 19,6 пине яхăн çын электронлă ĕç кĕнекипе усă курма пуçланă. Кăçалхи декабрĕн 31-мĕшĕччен ун çинчен тĕплĕнрех шухăшласа йышăну тумалла. Хăйсен шухăшне заявленипе çырса пĕлтермелле. Е вĕсем электронлă ĕç кĕнеки суйласа илеççĕ, е хутпа çырăннă ĕç кĕнекине сыхласа хăвараççĕ.

Çитес çул, январĕн 1-мĕшĕнчен, ĕçе вырнаçакансемшĕн ĕç кĕнеки электронлă мелпе кăна йĕркелесе пымалли çинчен закон çирĕплетсе хăварнă. Электронлă мая суйласа илекенсене, ĕçе вырнаçнă чухне хут ĕç кĕнекине каялла тавăрса параççĕ. Анчах та ăна çухатмалла мар, унта кăçалхи çулччен çырнисем упранĕç. Электронлă ĕç кĕнекине вара 2020 çултан пуçласа çырĕç. Çапах та хут е электронлă ĕç кĕнекипе усă курассине кашни хăй ирĕкĕпе суйласа илĕ.

Палăртса хăварас пулать, паянхи кун тĕлне Шăмăршăра пурăнакан 55 çын электронлă ĕç кĕнекине суйласа илнĕ.

Д.ФЕДОСЬКИН.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2022

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru