Карта хыçĕнчи ытарайми илем

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-10-16 14:15:22 Версия для печати
ЛАРЕВА ПАХЧИ.jpg
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ПĔР кунхине Ирина упăшкине Кольăна тĕлĕнтерсех пăрахнă. Арăмĕ хăйсем пурăнакан кил-çурт таврашне илемлетме шут тытнă-мĕн. Унăн пуçарăвне арçын хирĕçлемен. Ун чухне вĕсен тĕпренчĕкĕсем пĕчĕккĕ пулнă. Ачасене вылямашкăн, хăйсене савăнмашкăн илемлĕ вырăн мĕншĕн йĕркелес мар? Çак шухăшпа хавхаланнăскерсем çине тăрса ĕçе пикеннĕ.

Николай тума пĕлмен ĕç çук. Çĕнĕ карта тытса çавăрнă та ăна хăтлăлатма тытăннă. Пахчана чечексемпе лутра йывăç тĕммисем лартнă. Кайран кунта акăшсем «вĕçсе килнĕ», кăмпасем «ÿссе ларнă», мулкачсем, сысна çурисем, кушаксем «иленнĕ»… Пĕтĕмпех алă айĕнчи кивĕ материалпа усă курнă. Çавăн чухне кĕнĕ хавхалану çултан-çул ÿссе пынă. Мĕнле те пулин çĕнĕ кÿлепе вырнаçтарас, тата хитререх чечек лартас шухăш паянхи кун та сĕвĕрĕлмен-ха.

Пĕрлех кил картине, хапха умне те капăрлатнă. Умĕнче нимĕнле çанталăка пăхмасăр лантăшсем «ÿсеççĕ». Беседка ăсталанă, кÿлĕ чавнă... Илем кÿрекенни, паллах, чечексемпе тĕрлĕ тĕм. Мĕн тĕрли кăна çук пулĕ? Çуркунне ешерме пуçлаççĕ те юр çăвиччен пĕрин хыççăн тепри çеçке çураççĕ. «Çеçке ÿстересси — хăйне евĕр чир, лартнăçемĕн лартас килет», — çапла ăнлантараççĕ чун киленĕçне çакăнта тупнисем. Ун пек çынсем вăрлăх е тĕм, чÿлмек туянса мĕн чухлĕ укçа тăкакланнине пăхса тăмаççĕ: кирек мĕнле пултăр — лартмалла! Илемре пурăнасси — йÿнĕ мар çав. Чи кирли — чуна кантартăр, киленÿ патăр.


Николай нумай çул хушши вахта мелĕпе ĕçлет. Вăл арăмне чечек, чÿлмек илме чармасть, май килнĕ таран пулăшса пырать. Ирина кÿршĕ ялти пĕр учрежденире тăрăшать. Хăш вăхăтра чечекĕсене лартса, çумласа, шăварса тăрать-ши? Февральпе мартра вăл калча тума тытăнать. Пĕтĕмпех ĕлкĕрет. Ачисем те çак ĕçре пулăшаççĕ: шăвараççĕ, çум курăкран тасатаççĕ. Ял çыннисем те куç тулли илемшĕн савăнаççĕ кăна.

Кивĕ Чукалти Ларевсен пÿрчĕ илемĕпе ялти ытти çуртран уйрăлса тăрать. Тăрăшуллăскерсем пурăнмалли кĕтесне питĕ илемлĕ вырăна çавăрнă тесе пĕр иккĕленмесĕрех калама пулать. Вĕсем килте пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçма хăнăхнă. Кунта юрату хуçаланни тÿрех сисĕнет.

Николайăн тăванĕ Надежда Витальевна Захарова та илеме чунпа туякан хĕрарăм. Вăл та темĕн те ăсталама маçтăр. Хĕрарăм Николай мăшăрĕпе хăйсен йăвине капăрлатма, илемлетме тăрăшать.

А.Михайлов.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru