Палăка çĕнетнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 2020-10-16 14:07:19 Версия для печати
"Ял тăрăхĕ çĕнелет, тăван район çĕкленет" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

ЧĂВАШ ЕН ертỹçи Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа республикăри кашни ялах 100 пин тенкĕ укçа уйăрса панине пурте ас тăватпăр. Çак укçана ял тăрăхĕсем хăйсем пăхса кирлĕрех объекта юсама-çĕнетме, ача-пăча площадки вырнаçтарма е тата ытти валли усă курать.

Акă Кивĕ Чукал ял тăрăхне кĕрекен Шамкай ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă ентешĕсене асăнса лартнă палăка юсаса çĕнетме шăпах асăннă укçа-тенкĕ вырăнлă пулнă. Малашне ял варринчи палăка яланах тасалăхра тытса тăрасси, мирлĕ пурнăçшăн çапăçса вилнĕ салтаксене асран кăлармасăр, вĕсен ячĕсене манмасăр пурăнасси кăна юлать.

А.МАКСИМОВ.
При использовании материалов ссылка на данный сайт обязательна © 2020

Телефон: 8 (83546) 2-33-51

Факс: 8 (83546) 2-33-50

429170, Россия, Чувашская республика, Шемуршинский район

с.Шемурша, ул. Ленина, д.22

Email: shemur@press.cap.ru